(20 мая 2019) Майăн 22-мӗшӗнче 11 сехетре Пăва районӗнчи Рункăри Культура керменӗ çумӗнче район шайӗнче иртекен «Çуллахи Микула» уявӗ пуласси çинчен пӗлтерет районти чăваш наципе культура центрӗ.
Районти ветеран-пограничниксене майăн 28-мӗшӗнче Альшихе пыма йыхравлаççӗ. Çак кун ялти Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалланă палăк çумӗнчи чикӗ палли умӗнче уяв митингӗ иртет. Ăна Пограничниксен çарӗсем йӗркеленнӗренпе 101 çул çитнине халалланă. Пуху 11 сехетре пуçланать. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Константин Малышев.