Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • 400 пин тенкӗлӗх сертификата аксусем тивӗçрӗç

400 пин тенкӗлӗх сертификата аксусем тивӗçрӗç

admin 07.11.2018

(7 ноября 2018) ТР Президенчӗ Р.Минниханов Аксу районӗнчи «Шурă çăл» чăваш ансамбльне 35 çул ертсе пыракан Тамара Андреевăна патшалăх наградипе, ансамбле тум çӗлеттерме 400 пин тенкӗлӗх сертификат парса чысларӗ.

Хальхи вăхăтра  Халăхсен пӗрлӗхӗн кунне халалланă мероприятисем Тутарстанăн кашни кӗтесӗнче пыраççӗ. Уявăн тӗп сцени çинче –  Хусанти М. Джалиль  ячӗллӗ оперăпа балет театрӗнче –   «Пирӗн кил – Тутарстан!» этнокультура  фестивалӗн Гала-концерчӗ . Пуçласа пӗрремӗш хут унта республикăри кашни муниципаллă районти пултарулăх ушкăнӗсем хутшăнаççӗ.

Тутарстансене ТР Президенчӗ Р. Минниханов уяв ячӗпе саламларӗ.  Этнокультурăна  аталантарас  ӗçре ырми-канми тăрăшакансене республика ертӳçи патшалăх наградисемпе  тата ансамбльсене сцена костюмӗсем çӗлеттерме  сертификатсем парса  чысларӗ.  Чăвашсенчен  çак наградăна тата 400 пин тенкӗлӗх  сертификата Аксу районӗнчи  «Шурă çăл»  чăваш ансамбльне 35 çул ертсе пыракан Тамара Андреевăпа унăн ансамблӗ тивӗçрӗç.

Этнофестиваль Тутарстанри халăхсен культура пуянлăхне туллин кăтартакан илемлӗ те ырă йăла пулни кăçал та палăрчӗ. Кашни ансамбль хăй халăхӗн культурине кăтартрӗ.  Çак культура мозаикинче чăвашсем  яланах  паллă вырăн йышăннă, йышăнаççӗ  те. Çӗпрел районӗнчи «Хӗлхем», Алексеевски районӗнчи Пӳлерти «Асамат кӗперӗ», Элметри «Çеçпӗл» ансамбльсем сцена çине тухсан куракансем  чăваш культури мӗнле пуяннине тепӗр хут курса ӗненчӗç.   Тав куншăн ентешсене. Малашне те çаплах пултăр.  Пурне те  Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗпе! (И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ).

Ирина Кузьмина.

Продолжить чтение

Назад: Чувашские «узоры» украсили гала-концерт фестиваля «Наш дом — Татарстан»
Далее: Кăлкан ялӗнче Кӗр сăри иртрӗ

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57