(6 марта 2015) «Елчĕке вăй-хал пухма, хавхалану илме килтĕмĕр», — шăпах çак сăмахсемпе уçрĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн заместителĕ Арсений Тарасов Елчĕк районĕнче вулакансемпе йĕркеленĕ тĕлпулăва. Ку мероприяти çуркуннехи чи илемлĕ уявсенчен пĕри — Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ — çывхарса пынă вăхăтра иртнĕрен пикесен ячĕпе саламсем, ăшă сăмахсем нумай янăрарĕç.
Елчĕкри информаципе культура центрĕнче малтан районти культура ĕçченĕсен пĕтĕмлетÿллĕ канашлăвĕ иртрĕ. Унта пурте чăвашла калаçни пире, «Хыпарçăсене» уйрăмах савăнтарчĕ.
Райадминистраци пуçлăхĕ Николай Миллин культура кашни çын пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртрĕ. Культура ĕçченĕсем Литература тата К.В.Иванов çулталăкĕнче те хастар ĕçлессе, халăха кĕнеке тата хаçат-журнал ытларах вуламашкăн хăнăхтарас тесе те тăрăшасса шаннине пĕлтерчĕ. Николай Петрович Елчĕксем «Хыпар» ИÇ кăларăмĕсене кăмăлланине каларĕ.
Районсене тухса çÿрени, ялсенчи халăхпа тĕл пулса калаçни хаçат-журнала пуянрах, кăсăклăрах кăларма пулăшать терĕç журналистсем. Кашни кăларăм çинчен каласа кăтартрĕç, вĕсене мартăн 7-мĕшĕччен йÿнĕрех хакпа çырăнса илме май пуррине систерчĕ. Сăмах май, çав кун тĕлпулăва килнисем пирĕн хаçатсене фойере çырăнма пултарчĕç.
«Хыпар» хаçатăн культурăпа чăваш диаспорин пайĕн редакторĕ Надежда Смирнова, Елчĕк районĕнчи Яманчурелĕнче çуралса ÿснĕскер, тăван тăрăха килсе çÿремешкĕн питех те кăмăллине каларĕ. «Шупашкарта Елчĕк тăрăхне чăвашлăх утравĕ теççĕ. Сирĕн çак сăмахсене ĕçпе çирĕплетмелле: чăваш хаçат-журналне пуринчен ытларах çырăнмалла», — терĕ.
Василий Кошкин-Кервен поэт «Тăван Атăл» журнал çинчен каласа кăтартрĕ, «Хыпар» ИÇ тытăмне кĕнĕренпе вăл лайăх еннелле улшăнма тытăннине пĕлтерчĕ. Хĕр-хĕрарăмсене çывхарса килекен уяв ячĕпе саламласа хăйĕн сăввисене вуларĕ. «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат корреспонденчĕ Татьяна Наумова çак кăларăм этемлĕхĕн черчен çуррине хумхантаракан пĕтĕм ыйтăва çутатни çинче чарăнса тăчĕ. «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ Алина Изман вулакансем чи малтан хăш страницăпа паллашма васканине ыйтрĕ. Паллах, «Юратупа наркăмăш» ярăмпа. Кăçал «Çамрăксен хаçачĕн» тиражĕ ÿснĕ. Культура ĕçченĕсем хаçатра пьеса ытларах пичетлеме ыйтрĕç. Вĕсем тăрăх спектакль лартаççĕ иккен пултаруллăскерсем.
«Капкăн» журнал редакторĕ Николай Петров-Ишентей пĕчĕкренех илтсе ÿснĕ каларăша аса илчĕ: «Кулăш — çын патне çитмелли чи çывăх çул». Вăл хальхи вăхăтра ку журнала Раççейĕн 48 регионĕнче, çав шутрах — Чукоткăра, Сахалинта та, çырăнса илни çинчен каларĕ. «Хресчен сасси» хаçат корреспонденчĕ Валентина Петрова çитес çур çулта «Хресчен сасси» тата «Хресчен сасси — Кил» пĕрле тухма пуçлассине, кăларăмăн тусĕсен шучĕ чакмасса шаннине пĕлтерчĕ. Издательство çурчĕ тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем валли «Тантăш» хаçат, «Тетте», «Самант» журналсем кăларса тăни çинчен Кристина Байбаторова каласа кăтартрĕ. Шăпăрлансемпе шкул ачисене тĕрлĕ конкурса хутшăнма чĕнсе каларĕ, çĕнтерÿçĕсене, паллах, Диплом, парне парса чыслĕç.
«Елчĕксем яланах маттур та хастар, пуçаруллă та пултаруллă, ĕçчен халăх пулнă. Яланах çапла пулăр, эпир вара сирĕн çинчен çырсах тăрăпăр», — пĕтĕмлетрĕç журналистсем. Уява Алина Савельева, Евгений Николаев, Саша Арсентьев хăйсен çепĕç юррисемпе илем кÿчĕç.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА