(10 марта 2015) Хĕрарăма шăпах çак ăнлавсемпе танлаштарса пуçларĕ чăваш хĕрарăмĕсене халалланă уява Илона Броневицкая. Чăвашла, вырăсла, акăлчанла, испанла, французла, грузинла, эрменле саламларĕç виçĕмкун республикăри хĕрарăм юхăмĕн хастарĕсене — шăпах çак чĕлхесемпе янăрарĕç юрăсем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче. Чăвашла вара пухăннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ырă сунчĕ.
— Çемье, ырă йăла-йĕрке управçи — хĕрарăм, — палăртрĕ Михаил Васильевич хăйĕн сăмахĕнче. — Вăл тытăнсан кирек мĕнле ĕç те ăнăçать.
Пирĕн республикăра амăшлăха, ачалăха упрас тĕлĕшпе курăмлă ĕç пурнăçлаççĕ. Ача сачĕсен ыйтăвĕ татăлса пырать. Юлашки вăхăтра финанс лару-тăрăвĕ кăткăсланнине пăхмасăрах социаллă пособисен виçисене чакармасăр тата вăхăтра тÿлеççĕ. Тăрăшнин усси пур. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ республикăра пепке çураласси, нумай ачаллă çемьесен йышĕ ÿссе пырать.
— Ача кашни утти амăшне савăнăç кÿтĕр. Эпир, арçынсем, сире яланах хÿтĕлеме, упрама тăрăшăпăр, — вĕçлерĕ сăмахне республика Пуçлăхĕ хĕрарăмсене вăрăм ĕмĕр, пылак юрату суннă май.
Уяв кăмăлне Раççей эстрада юрăçи, теле-, радиокăларăмсен ертÿçи Илона Броневицкая хăпартлантарчĕ. “Юрату сассисем” проект авторĕ Майкл Найт американ тата унта хутшăнакан Этери Бериашвили грузинка тĕрлĕ жанра парăнтарма пултарчĕç: джаз, халăх юррисем, рок-баллада, эрмен авалхи кĕвви-юрри… Сăмах май, Этери — дипломлă пульмонолог. Турă пани тапса тухатех — çакна çирĕплетет вăл хăйĕн пултарулăхĕпе. Раççей тава тивĕçлĕ артисткине Варварăна уйрăмах ăшшăн йышăнчĕ чăваш хĕрарăмĕ.
Рита АРТИ.