(11 марта 2015) Шупашкар хулинче Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 70 çул çитнине халалланă «Раççейĕн çар историйĕнчи манăçми пулăмсем» масштаблă проекта пурнăçлама тытăннă. Унăн тĕллевĕ — яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа çĕршывăмăрăн çар историне хаклама, çуралнă тăрăха, анлăрах илсен — патшалăхăмăра юратма, ÿсме пулăшасси, çĕршыв хÿтĕлевçисене, унăн Хĕçпăшаллă Вăйĕсене хисеплеме вĕрентесси.
Проекта Раççейри çар историйĕн обществипе «Çĕнтерÿ» йĕркелÿ комитечĕ хатĕрленĕ. Унпа çĕршыври 13 регионри 35 хулара ĕçлеççĕ те ĕнтĕ. Телевиденипе тата урамсенчи светодиодлă экрансемпе видео тата аудиороликсен ярăмне кĕçех кăтартма пуçлаççĕ. Кашни ролика историри пĕр-пĕр пулăм тематикипе çыхăнтарнă. Сăмахран, телеэфира март уйăхĕнчи паллă 4 пулăм çинчен — 1799 çулта Корфу крепоçне, 1915 çулта Перемышль крепоçне илни тата ытти — ятарлă роликсем тухĕç.
Ю.ЛИСТОПАД.