(16 марта 2015) Тутарстан Республикинчи районсемпе хуласенчи чăвашсем хăйсен хушшинче тачă çыхăну тытаççĕ. Çак кунсенче Алексеевски районĕнчи чăваш наципе культура центрĕн председателĕ Н.Н.Сторожев чĕннипе пирĕн районти чăвашсен делегацийĕ Галина Терентьева ертӳçĕпе пĕрле кӳршĕсем патĕнче пулса курчĕ.
Чăн малтан Чăваш Майни ялĕнче пултăмăр. Çак ялта чăваш наци шкулĕ ĕçлет. Пирĕн ушкăнра вĕрентекенсем те пулнине шута илсе, Геннадий Зиновьевич Федоров директор шкул ĕçне мĕнле йĕркелесе пыни çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Кунта ачасем ăнăçлă вĕренсе пыччăр тесе мĕн кирлине пурне те тунă, тăваççĕ те. Вĕрентекенсем тăван чĕлхене, халăхăн йăли-йĕркине лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем шкул предмечĕсен эрнисене, уйрăм темăсемпе калаçусем, конкурссем, викторинăсем ирттереççĕ. Вĕрентекенсем, вĕсем ертсе пынипе вĕренекенсем те ял çыннисен культура пурнăçне кăмăлпах хутшăнаççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа ку хушăра ачасенче патриотизм туйăмне çĕклес ĕçе самаях вăйлăлатнă. Çав кун та акă шкула вăрçăпа ĕç ветеранĕсем, Чăваш Писательсен союзĕнче тăракан М.П.Константиновпа Л.Г.Угахина килнĕччĕ. Вĕсем пулни-иртнине аса илчĕç, сăвăсем каласа пачĕç. Шкулти фольклор ансамблĕ çинчен те пĕлтерес килет. «Çеçпĕл» ятлă вăл. Чăваш тумĕсем тăхăннă çамрăк ачасем юрларĕç те, ташларĕç те. Куракансене питĕ кăмăла кайрĕ…