(24 марта 2015) Чӑваш Республикин культурӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!
Сире професси уявӗпе саламлатӑп!
Культурӑпа искусство деятелӗсем чунне парса пурнӑҫлакан ӗҫ-хӗл пӗлтерӗшне тата вӗсем культура еткерлӗхне сыхласа упраса хушӑнтарса пырас, нацин хӑйне евӗрлӗ йӑли-йӗркине ҫирӗплетес ӗҫе хывакан витӗмлӗ тӳпене хаклама та май ҫук. Сирӗн пултаруллӑ ӗҫӗр халӑха ӑс-хакӑл енчен пуянланма, гуманизм тӗллевӗсене ҫирӗплетме, обществӑна этемлӗхӗн улшӑнми хаклӑхӗсем тавра пӗрлештерме пулӑшать.
Халӑх малашлӑхӗ культурӑсӑр пулма пултараймасть. Шӑпах ҫавӑнпа Чӑваш Республикинче культура сферине аталантарасси патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри шутланать. Культура еткерлӗхӗн объекчӗсене реставрацилес тата ҫӗнетес ӗҫ аван пурнӑҫланса пырать. Культура учрежденийӗсем юсанса ҫӗнелеҫҫӗ, вӗсем хальхи йышши оборудованипе, музыка инструменчӗсемпе пуянланаҫҫӗ. Чӑваш Енре пурӑнакансен пултарулӑх вӑй-хӑватне уҫса пама, пултарулӑх анинчи ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан профильлӗ программӑсем тухӑҫлӑн пурнӑҫланаҫҫӗ. Искусство шкулӗсенче вӗренекен ачасен тӳпи республикӑри ачасен пӗтӗм йышӗнче 13,5 процентпа танлашать, ку кӑтарту Раҫҫей Федерацийӗнчи вӑтам шайран пысӑкрах.
Чӑваш Енре 2015 ҫула вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗн, чӑвашсен аслӑ поэчӗн Константин Ивановӑн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Кӑҫал халӑх хушшинче вулав культурине сарас енӗпе пурнӑҫлакан пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем наци литературине аталантарма ҫӗнӗ вӑй-хал хушасса шанса тӑратӑп.
Культура ӗҫченӗсене тӑван ҫӗре юратнӑшӑн тата хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп. Ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми хавхалану, пултарулӑхра ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, телей тата ырлӑх сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев
Источник: Сайт главы Чувашской республики