(26 марта 2016) Республика вĕренÿ институтĕнче «Халăх хитре – йăлипе» ача-пăча фестивалĕ иртрĕ. Унта Шупашкар хулин «Чăваш чĕлхине анлăн вĕрентнĕ май ачасене пур енлĕн аталантарасси» проектпа ĕçлекен 10-мĕш, 35-мĕш тата 59-мĕш шку- лĕсен 1-5-мĕш класĕсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Çак фестиваль хула шкулĕсенче чăваш чĕлхипе культурине вĕрентнин пĕлтерĕшне ÿстересси пулчĕ. Унсăр пуçне çамрăк ăрăва халăх культурипе, ăс-хакăлĕпе, шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарасси те. Ачасене чăваш чĕлхине юратса вĕренме хавхалантарассине, тăван халăх йăли-йĕркине хисеплеме, юратма, хаклама вĕрентессине те тимлеççĕ. Уява хутшăнакан 10-мĕш шкулăн 1-мĕш «и» класс ачисем – «Улăхра. Ача-пăча вăййи», 2 тата 4-мĕш «и» классенчисем чăваш ача-пăча вăййине, 5-мĕш «и» класра вĕренекенсем Сурхурие хутшăнчĕç. 35-мĕш шкулăн 2-мĕш «л» класс «Вăйă картине» тăчĕ. 3-мĕш «э» класс ачисем – «Улахра» ларчĕç, 59-мĕш шкулăн 4-мĕш «я» класрисем «Улах» мешехисене кăтартса пачĕç. Кашниех чăваш халăхĕн ырă йăли- йĕркин çепĕç юррипе, илемлĕ ташшипе, янăравлă сăвă-такмакĕпе, хаваслă вăййи-куллипе хăйне май паллаштарчĕ. Кашни йăла, уяв хăйĕн асамлăхĕпе, илĕртÿлĕхĕпе тата тарăн шухăшĕпе паха пулчĕ. Вĕсенче ача-пăча сăвă калама, юрлама, ташлама, шутлама пултарнине, ал ĕçĕсене тума пĕлнине, тавçăруллă пулнине, пĕр- пĕринпе хутшăнса туслă пулмаллине кăтартрĕç. Жюри чăвашла тĕрĕс калаçма пултарнине, пуплев тасалăхне, юрра-ташша пĕлнине, артист ăсталăхне, уявпа вăййа кăтартас маçтăрлăха тата наци тумне пĕлсе тăхăнма пултарнине пăхса хакларĕ. 1-мĕш вырăн 35-мĕш шкулăн 3-мĕш «э», 2-мĕш вырăн 10-мĕш шкулăн 1-мĕш «и» тата 59-мĕшсен 4-мĕш «я» класс ачисем, 3-мĕш вырăн вара 10-мĕш шкулăн 2-мĕш «и»пе 4-мĕш «и»пе 5 «и» класрисем тата 35-мĕш шкулăн 2-мĕш «л» класс ачисем йышăнчĕç.
Хулари çÿлерех палăртнă шкулсенчи чăваш чĕлхи учителĕсем ачасен тăван чĕлхене вĕренес-пĕлес туртăмне ÿстерме тата вĕсен ăсталăхĕпе пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшни питех те аван сисĕнет. Ачасене халăх йăли- йĕркипе паллаштарнă май тĕрĕс пурнăç йĕркине те хăнăхтарса пыраççĕ вĕсем. Учительсем уроксемпе класс тулашĕнчи ĕçсенче халăх ăслăлăхĕпе вырăнлă та пĕлсе усă кураççĕ, чăваш çыннин ырă енĕсене ачасен ăшне хываççĕ.
Геронтий НИКИФОРОВ,
ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ.