(31 марта 2015) «Пĕртăван Малинасем» хăйсен чи пысăк çитĕнĕвĕ тесе халăх вĕсен ушкăнне юратса йышăннине калаççĕ. Чăнах та, чăваш эстради пирки сăмах пуçарсан нумайăшĕнчен Малинасен юррисене кăмăлланине илтетĕн. Вĕсен концерчĕсене ялан лăк тулли халăх пуçтарăнать. Малинасен юррисем ытти чăваш çăлтăрĕсеннинчен пуян кĕввипе, тарăн шухăшĕпе уйрăлса тăраççĕ. Лĕпĕшĕнни пек кĕске ĕмĕрлĕ, йӳнĕ эстрада юррисем йăлăхтараççĕ паллах, çавăнпа халăх «Пĕртăван Малинасене» хапăл туса йышăнать. Урăхла пулма та пултараймасть. Ушкăна ертсе пыракан Ирина Угаслова музыкăна лайăх чухлакан çын, ятарлă пĕлӳ илнĕ, республикăри культурăпа çутĕç училищинче, театр уйрăмĕнче вĕреннĕ. Тутарстанра та çак ушкăн час-часах гастрольсемпе пулать. Нумай пулмасть Хусана «Пасаркасси мыскари» шутĕнче килсе кайрĕç. Çавăнта тĕл пулса калаçрăмăр та Ирина Евсеевнаăпа.
– Ирина Евсеевна, «Пĕртăван Малинасем» ушкăнăн историйĕ интереслентерет. Мĕн хистерĕ ăна йĕркелесе яма?..