(28 августа 2015) Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ 85 çул тултарнине паллă тăвать. Çак ятпа çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче институтра савăнăçлă ĕç-пуç пулчĕ.
Ăсчахсене уявпа саламлама республикăри влаçра, вĕренÿпе ăслăлăхра тăрăшакан тата общество пĕрлĕхĕсен ертÿçисем çитрĕç.Вĕсемпе пĕрле ЧНК Президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев та пулчĕ.
Ку институт 1930 çулхи августăн 18-мĕшĕнче Ăслăлăхпа культура канашĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ.Çак çулсенче ĕçленĕ республика пуçлăхĕсем чăваш автономийĕ наука никĕсĕсĕр аталанма пултарайманнине питĕ лайăх ăнланнă.
— Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕре эпир сумлă ĕçсемпе кĕтĕмĕр. Пирĕн наука ĕçченĕсем ăслăлăх çÿпçине капашсăр пуянлатрĕç, чылай тĕпчевсем туса ирттерчĕç, хăйсен пĕтĕмлетĕвĕсене тĕрлĕрен энциклопедисемпе кĕнекесенче çырса кăтартрĕç. Пирĕн ĕçсемпе паллашма ют çĕршывсенчен те килсе çÿреççĕ — терĕ институтăн ертÿçи Юрий Николаевич Исаев ларăва уçнă май.
Малалла саламлама уява килнĕ хăнасем сăмах илчĕç.
Чăваш Республикин Вĕренÿ министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн сотрудникĕсене 85 çулхи çавра çулпа саламларĕ. Кунта 1959-мĕш çултанпа вăй хуракан, чылай вăхăт хушши институт директорĕнче тăрăшнă искусствоведени докторне Александр Трофимова тата ытти хастар ăсчахсене Тав хучĕсемпе чысларĕ.
Ун хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров, ЧР Культура министерствин пай пуçлăхĕ Сергей Казаков чăваш гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕсене пĕрле килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесе пынăшăн тав турĕç, наука ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунисене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.
Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов кашни ĕçе наука тĕпчевĕсем çине тайăнса тумалли çинчен ялан калать. Çавăнпах ĕнтĕ, конгресс Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наука ĕçченĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Алексей Трофимов, Виталий Иванов, Алексей Леонтьев ăсчахсем ЧНК президиумĕн пайташĕсем тата комитетсен ертÿçисем пулса тăрăшаççĕ. Вĕсем конгресăн наука енĕпе пулăшаканĕсем, çĕнĕ, ăслă сĕнÿсемпе шухăшсем параканĕсем, чăваш халăхĕн пуласлăхĕшĕн тăрăшаканĕсем.
ЧНК Президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев Николай Угаслов Президент тата конгресс хастарĕсен ячĕпе ăслăлăх институчĕн сотрудникĕсене уяв ячĕпе саламларĕ, институтри наука тĕп сотрудникне Виталий Иванова тата наука сотрудникне Алексей Леонтьева хастар пулнишĕн ЧНК Хисеп хучĕпе чысларĕ. Вăл ăсчахсене регионсенчи чăваш диаспорисемпе наука çине тайăнса ĕçлеме пулăшнăшăн чĕререн тав турĕ. Валерий Леонидович малашне ытти регионсенчи йăхташăмăрсем патне гуманитари институчĕпе пĕрле наука тĕпчевĕсем ирттерме экспедицисем йĕркелес ĕçе конгресс хăй çине илессине пĕлтерчĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Николаевич Исаев çак шухăша ырласа йышăнчĕ.
Ăсчахсене çавра çулпа саламлакансем нумай пулчĕç. Пурте малалла та гуманитари институчĕпе алла-аллăн тытăнса, туслăн ĕçлес кăмăллине пĕлтерчĕç.
http://chnk.ru/