(11 сентября 2015) Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче республикăри хĕрарăмсен юхăмĕшĕн тата ЧНК «Чăваш хĕрарăмĕ» комитетшăн паллă пулăм пулса иртрĕ. Республикăри хĕрарăмсен Канашĕн пĕрлешĕвĕн хастарĕсем, районсенчи уйрăмĕсен пайташĕсем Шупашкарти филармони залне 17-мĕш съезда пуçтарăнчĕç.
Ку паллă мероприятине ЧНК «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет пайташĕсем те хастар хутшăнчĕç. Съезда республикăмăрти хĕрарăмĕсен Канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева ертсе пычĕ, вăлах доклад туса пĕрлешĕвĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пачĕ, экран çинче уçăмлăн кăтартса пычĕ. Ун хыççăн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Михаил Игнатьев сăмах илчĕ.
«Хĕрарăмсен Канашĕ хăйĕн ырми-канми тăрăшуллăхĕпе тахçанах ырă сăмахсене тивĕçнĕ, эпир сирĕн умра парăмра, республикăри арçынсенчен тайма пуç сире» -терĕ вăл.
Тăван республика пуласлăхĕшĕн вăй-халне шеллемен хĕрарăмсенчен чи хастаррисене Михаил Игнатьев Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Вĕсен хушшинче ЧНК президиумĕн пайташĕ, «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет председателĕ Нина Петрова та пулчĕ.
Съездра Хĕрарăмсен Канашĕн республикăри пĕрлешĕвне ытти пĕрлешÿсем: хĕрарăм-предпринимательсем, салтак амăшĕсен комитечĕ тата ытти пĕрлĕхсемпе пĕрле ЧНК «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕ те кĕнине пула «Чăваш Республинчи хĕрарăмсен Пĕрлĕхĕ» туса хучĕç. Ку организацине ертсе пыма каллех Ольга Юрьевна Зайцевăна шанчĕç.
Уяв программине чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн концерчĕ вĕçлерĕ.
http://chnk.ru