(22 сентября 2015) Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем Ваттисен Канашĕн пайташĕн, паллă скульпторăн Федор Мадуровăн пуçарăвĕпе авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 20-мĕшĕччен Чăваш тата Тутар Республикисенче вырнаçнă йăхташăмăрсен ялĕсем тăрăх çулçÿрев йĕркелерĕç.
Ятарлă маршрута лайăх тĕпчемен, анчах та чăваш историйĕпе тачă çыхăннă тăрăхсем витĕр турĕç. Çулçÿревĕн тĕп тĕллевĕ – несĕлсем пурăннă вырăнсем еплерех сыхланса юлни, паллă вырăнсене, çынсене асăнса лартнă юпасем, палăксем, музейсем еплерех шайра пулни пулчĕ. Çаксене тĕпчесе чăваш тăрăхĕн вăтам талккăшĕпе ятарлă туризм маршручĕ тăвассине те палăртнă вĕсем.
Шупашкар хулинчен ирхине сакăр сехетре çула тухса Кÿкеçри Бичурин музейĕнчен пуçласа Апаш культури, Çеçпĕл Мишши çуралнă ялта кăвар чĕреллĕ поэта асăнса йĕркеленĕ вырăнсем, паллă художник Анатолий Миттов çуралса ÿснĕ Сиккасси ялĕ, Патăрьел районĕнчи Тикеш хулашĕ, Геннадий Айхи çуралса ÿснĕ Çĕньял, Шăмăршă районĕнче вырнаçнă «наци вăрманĕ» таран çитрĕç пĕрремĕш кунне ЧНК хастарĕсем. Кашни вырăна тĕпчесе сăнÿкерчĕксем турĕç, кунти халăхпа калаçрĕç, ыйтса пĕлчĕç, сĕнÿсем пачĕç тата ятарлă репортаж тума видекадрсем ÿкерсе пычĕç.
Канаш районĕнчи Сиккасинче Анатолий Миттов çуралнă çурт хăшĕ пулнине аран шыраса тупрĕç вĕсем, кăна тума нимĕнле асăну хăми те çукки кансĕрлерĕ. Çынсенчен ыйтса пĕлсе кăна кĕске ĕмĕрĕнче те паллă ĕçсем туса хăварнă ÿнерçĕн шăллĕпе курнăçма тÿр килчĕ. Художник еткерлĕхне упракан тăванĕн, Виталий Ивановичăн та сывлăхĕ чаплах мар иккен.
-Хальтерех Анатолий Миттовăн кил-музейне йĕркелесен аван пулнă пулĕччĕ, — пĕтĕмлетрĕç ЧНК хастарĕсем.
Патăрьел районĕнчи Çĕньялта, тĕнчипе чапа тухнă поэтăмăр Геннадий Айхи çуралнă çурт вырăнĕнче те нимĕнле асăну хăми те çукки пăшăрхантарчĕ çулçÿревçĕсене.
Иккĕмĕш кунне Шăмăршăри «чăваш наци вăрманĕ» этнокультура паркĕпе паллашрĕç. Конгресс хастарĕсене ылтăн кĕркуннехи асамлă вăрман илемĕпе киленме тÿр килчĕ. ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева тăван тăрăхри юмахри пек вырăнсене ÿкерсе кадр хыççăн кадр турĕ.
Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт-Шăмăршă ялĕнче паллă çынсем нумай çуралнă. Влаçсем тăрăшнипе халь кунта çул сарма пуçланă, асăну хăмисене чипер йĕркеленĕ. Апла пулсан чăваш халăхĕшĕн мухтавлă ĕçсем тунă «Хура çăкăр» кĕнеке авторĕ Илпек Микулайĕ тата ытти паллă çынсем çуралнă тăрăхпа паллашма майсем пулĕç.
Виççĕмĕш кунне ЧНК хастарĕсен пĕчĕк ушкăнĕ Тутар Республикинчи Çĕпрелти паллă çынсене асăнса лартнă комплекспа паллашрĕ, кун пирки шухăш-кăмăлне палăртрĕ. Ку районти Хулаçырми ялĕнчи (кунта ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов çуралса ÿснĕ) паллă вырăнсене курса çÿрерĕ, çĕнĕ чиркÿ, мемориал комплексĕ тата ытти вырăнсемпе паллашрĕ. Ял çумĕнчи авалхи киремет вырăнне те çитсе килчĕç конгресс хастарĕсем.
Çулçÿревçĕсем Пăва районĕнчи тăхăр ял тăрăхне те çитсе курчĕç. Чăваш Республикине таврăннă май Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа ялĕ çумĕнчи пăлхар хулашĕпе те паллашрĕç. Кунти асăну паллиллĕ юпасем çĕрсе ÿкме пуçланă. Ял халăхĕн вăйĕпе çĕрĕшнĕ юпасене çĕнетме май пуррине палăртрĕç Чăваш наци конгресĕнчен ятарлă çулçÿреве тухнисем.
Виçĕ кунлăха тăсăлнă усăллă çулçÿрев çинчен çитес вăхăтрах видеорепортаж тата пĕтĕмлетÿ çырăвĕ тума палăртнă.