(25 сентября 2015) Мĕн кăна тума ĕлкĕрмест-ши чăваш хĕрарăмĕ! Хăйĕн черченлĕхĕпе, ачашлăхĕпе тата ырă кăмăлĕпе пурнăçа илем кÿнисĕр пуçне вăл тăван халăх валли мĕн чухлĕ ырă ĕç тăвать, чун пуянлăхĕпе, ăсĕпе, пултарулăхĕпе тĕлĕнтерет!
Вăл авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче хăйĕн пултарулăхĕн тепĕр «пепкине, çĕнĕ кĕнекине хаклама наци вулавăшне тус-тантăшĕсене, ĕçтешĕсене, вĕрентекенсемпе вĕренекенсене, унăн талантне хисеплекенсене пуçтарчĕ. «Чун таппи» тесе ят панă Лидия Ивановна çĕнĕ кĕнекине. Ку вăл унăн вунвиççĕмĕш пысăк ĕçĕ! Хăйĕн суйласа илнĕ вырăсла тата чăвашла сăввисенче Лидия Ивановна тăван халăха мухтать тата телейпе юратăва шанса, тăнăçлăха ĕмĕтленсе пурăннине уççăн палăртать.
«Кунçулăм, мĕншĕн-ши пĕччен çÿретĕн?
Парсам пире тĕнче ачашлăхне.
Пĕрле пулсан -вĕçсĕрлĕхе вĕçетĕн
Чунпа туйса вĕçев асамлăхне «- тет поэт
Çакă мар-и вара хĕрарăмăн илемлĕ те пуян чунĕ? Кĕнекене хаклама чăнах та халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Паллах, Лидия Ивановнăн савăнăçне пĕрле пайлама ЧНК «Чăваш хăрарăмĕ » комитет пайташĕсем пурте тенĕ пекех килнĕ. Ма тесессĕн, хастар хĕрарăм ку комитетра чи маттури. Чылай япалана вăл пуçарнипе туса пырать «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет. Акă Лидия Ивановна ертсе пынипех ку комитет хастарĕсем ЮТВ телеканал эфирĕнче «Лар, аннеçĕм, юнашар» телекăларăм хатĕрлесе пыраççĕ .
«Эс хăв та поэзи, хĕрарăм » ятпа нумаях пулмасть эфира ку ярăмри тепĕр кăларăм тухнăччĕ. Çапла ят парса Лидия Ивановна хăй çинчен каланăнах туйăнать.
Çакнашкал шăнкăртатса юхакан сăвăсем ăçтан шăрçаланççĕ-ши унăн?
Тата вăл хăй сăввисене вырăсла та чăвашла та пĕр пăхмасăр, пĕр чарăнмасăр чылайччен калама пултарать! Хăш вăхăтра çырать-ши тата вăл вĕсене? Чăваш Патшалăх Канашĕн «Республика» хаçачĕн тĕп редакторĕ пулнисĕр пуçне яланах вăл халăх çинче, халăхпа пĕрле, чăваш çыннин пурнăçне витĕр курса тăрать. Тен кăвар чĕреллĕ поэт, Çеçпĕл Мишши çуралнă вырăнсенчен тухни те ăна хăват парать?
«Ватти те вĕтти! Тус та тăван!
Хăватлă та çирĕп пĕрле пулнăран.
Мехел пур — çĕнĕ кун килет катаран.
Çеçпĕл ен! Янра ян! та ян!
«Чун таппи» кĕнекене хакланă май, «Чăваш хăрăрăмĕ» комитет пайташĕсем Лидия Ивановна Филипповăна хастар та пултарулă пулнишĕн Чăваш наци конгресĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн конгресăн Хисеп хучĕпе чысларĕç, тав сăмахĕсем каларĕç тата унăн сăввисене вуларĕç.
«Канаш Ен» ентешлĕх пайташĕсем, Чăваш Патшалăх Канашĕн, Шупашкар хулин ертÿçисем, çыравçăсем, студентсемпе шкул ачисем — пурте паллă çыравçа тата илемлĕ те пуян чунлă хĕрарăма пултарулăхшăн тав турĕç, чылайăшĕ çĕнĕ кĕнекери сăвăсене вуласа пухăннисен чунне те ăшăтрĕç.
Кĕнеке хаклавĕнче тĕрлĕрен конкурсем, викторинăсем те кăсăклă пулчĕç, юрăсем те янăрарĕç. Пуриншĕн те ку чун çимĕçĕ, чун уявĕ, чĕрене ăшăтакан уяв пулчĕ. Автор кашнинех тенĕ пек хăйĕн кĕнекине парнелерĕ.