(28 сентября 2015) Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре шăматкун, авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче уявран та уяв пулчĕ. Ял уявĕнче çĕнĕ чиркÿн куполĕсене хăпартнине паллă тунисĕр пуçне паллă ăсчаха, этнопедагога Геннадий Никандрович Волкова асăнса бюст уçрĕç.
Вĕрентекенсен вĕрентекенĕ Геннадий Никандрович Волков çак ялта кун çути курнă.
Туслă та килĕшÿллĕ çемьере çуралса ÿснĕскер, вăл тĕнчипе паллă ăсчах пулса тăнă.
Унăн шăллĕ, паллă врач, хирург, медицина наукисен докторĕ Анатолий Никандрович Волков каласа панă тăрăх, Геннадий Никандрович пĕчĕкренех нумай вуланă, нумай вĕреннĕ, тĕлĕнмелле ир çитĕннĕ. Хăйĕнчен аслă çынсене лăплантарма пĕлнĕ вăл. Улттăмĕш класрах поэма çырнă. Ача-пăчасене вăйăсем выляттарнă. Вăл чылай çынна ырă тунă. Чи хакли вара — çĕнĕ ăслăлăх — этнопедагогика пуçласа янă.
Çĕнĕ палăка унăн ячĕпе хисепленсе тăракан Аслă Елчĕк шкулĕ умĕнче вырнаçтарнă. Çак ĕçе туса çитерессишĕн ял поселени пуçлăхĕ Валерий Зинонович Афанасьев, шкул директорĕ Николай Федорович Малышкин нумай вăй хунă. Ял халăхĕ, район çыннисем, укçи-тенкине пархатарлă ĕçе хума шеллеменнисем пулăшнипе çак пурин кăмăлне те каймалли бюста лартма май килнĕ.
Скульптура авторĕ те çак ялтанах. ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Вячеслав Дмитриевич Немцев скульптор çак яваплă ĕçе хăй çине илнĕ.
-Хама тата Геннадий Никандровича çывăх пĕлнĕ çынсене килĕшмелле сăнара чылай шырама тиврĕ, нумай эскиз туса аппалантăм, анчах та тăрăшни сая каймарĕ, — тет халь сăпайлăн Вячеслав Дмитриевич.
Палăка уçма Шупашкартан паллă ăсчаха çывăх пĕлнĕ çынсем, республикăри ветерансен Канашĕн председателĕ Анатолий Пуккипе унăн пулăшаканĕ Алексей Скворцов, вĕрентÿ институчĕн ректорĕ Алевтина Федорова, вĕрентекенсем, ЧНК хастарĕсем çитрĕç. Елчĕк район пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Леонард Левый, Геннадий Никандрович Волковăн шăллĕ Анатолий Волков, вĕрентекенсемпе шкул ачисем, ял халăхĕ палăк уçма пуçтарăнчĕç.
Бюст çинчи шурă пире чыслăн сирме Геннадий Волковăн шăллĕ, Анатолий Волков профессор, Людмила Горшкова ветеран-педагог тата Дарья Мохова вĕренекен тивĕçрĕç.
Аслă Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕсем паллă этнопедагог юратнă Михаил Сунтал çырнă «Ан кай, кайăк» юрра шăрантарчĕç.
ЧНК Президенчĕн Николай Угасловăн хушăвĕпе Аслă Елчĕк ял поселени пуçлăхне Валерий Афанасьева тата ĕç ветеранне Валентина Вастулована хастарлăхшăн, чăваш халăхĕ умĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Хисеп хучĕпе чысларăмăр.
Палăка уçнă çĕрте Шупашкартан килнĕ хăнасем, вырăнти хисеплĕ çынсем Геннадий Никандрович Волковăн çутă сăнарне аса илчĕç, вăл çуралса ÿснĕ ялта ăна асăнса палăк уçнин пĕлтерĕшĕ пысăккине каларĕç.
Кăçалхи юпа уйăхĕнче Шупашкарта та Чăваш Республикин Хисеплĕ çыннине, паллă ăсчаха Геннадий Волкова сума суса палăк пуласса шаннине палăртрĕç бюст уçма Аслă Елчĕке пуçтарăннисем.
— Ентешĕмĕрĕн çутă сăнарне ялан çÿлте тытса пырар. Геннадий Никандрович калашле — ТĂВАЛЛА ПУЛСАН ТА — МАЛАЛЛА,- вĕçлерĕ уява шкул директорĕ Николай Малышкин.
Çутçанталăкĕ те, халăха паллă ăсчаха асăнса палăк уçнишĕн тав тунăн, хĕвел ăшшине сапаларĕ те сапаларĕ.