(30 ноября 2015) Тĕп хулари Ухсай Якковĕ ячĕллĕ Культура керменĕ чÿкĕн 29-мĕшĕнче Канаш районĕнчен тухнă хастарсемпе тулчĕ. Фоере тĕрлĕ куравсем йĕркелерĕç, залта район çитĕнĕвĕсем çинчен каласа паракан видеофильмсем кăтартрĕç.Кунта нумайрах ĕç çынни çинчен каласа паракан сюжетсем пулчĕç.
Малтанах районпа хула ертÿçисем Владимир Степановпа Владислав Софронов ентешĕсене уявпа саламларĕç. — Йывăрлăхсене пăхмасăр, Канаш районĕ аталанать. Эпир çуртсем хăпартатпăр, çулсем саратпăр, малашлăхра тата та çирĕппĕн утма ĕмĕтленетпĕр,- терĕç вĕсем. Канаш районĕнче тăрăшса ĕçлекен чылай ĕçчене районпа хула пуçлăхĕсем парнесемпе хисеп хучĕçем парса чысларĕç. Унтан Канаш районĕнчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хăйсен хастар ĕçченĕсене парнесем парса хисеплерĕç.
Чăваш наци конгресĕ ячĕпе канашсене Президент çумĕ Петр Ивантаев салам сăмахĕ илсе çитерчĕ. ЧНК Президенчĕн хушăвĕпе вăл ку районтан тухнă виçĕ çынна Хисеп хучĕпе чысларĕ.
Уявра ытти район ентешлĕхĕсен пуçлăхĕсем те пулчĕç. Вĕсен саламне Канашсен ентешлĕхĕн ертÿçи Юрий Тарасов йышăнчĕ. Ентешлĕхсен пуçлăхĕсем йăлана кĕнĕ «Туслăх йывăççипе» ялан пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеме хатĕррине пĕлтерчĕç.
Паллах, ĕç çыннине, Канаш районне, çĕр-шыва мухтакан юрă-ташă иксĕлми пулчĕ уявра. Пĕр-пĕрне курса, юрă-çемĕпе, кăмăллă калаçупа канашсем чунĕсене пуянлатрĕç, канчĕç.