(3 декабря 2015) 2009 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче, чăваш чĕлхи кунĕнче, пирĕн республикăра Чăваш наци радиовĕ уçăлчĕ. Пĕрремĕш кунсенченех вăл халăхшăн чи итлекен, кĕтнĕ, юратнă радиостанци пулса тăчĕ.
Кунта республикăри ăста журналистсем ĕçлеме килчĕç, итлекен патне интереслĕ, тĕрлĕ енлĕ, пурнăç ыйтакан кăларăмсем хатĕрлесе эфира кăларма пуçларĕç. Ял хуçалăх, культура, экономика, вĕрентÿ тата ытти нумай кирлĕ ыйтусемпе танах православи тематикине те тытса пырасси йăлана кĕчĕ.
Сергий Пушков, Гурий (Данилов), Максим Курленко, Петр Федоров, Александр Белков (халĕ Улатăр епископĕ Феодор), Николай Мазиков священниксем итлекенсем патне Турă сăмахне çитерме тăрăшрĕç. Роза Деменцова редактор «Чĕрĕлĕх çути» кăларăм йĕркелесе ячĕ, ăна маларах çырса хатĕрлесе сасă режиссерĕсемпе пĕрле эфира кăларса пычĕ. Вăхăт ыйтнипе, программа вăхăтĕнче радиоитлекенсемпе тÿрремĕн калаçас тĕллевпе 2010-мĕш çулта «Пачăшкă сăмахĕ» ярăм кун çути курчĕ. Виççĕмĕш округ благочинныйĕ Христосшён асапланса вилнĕ çĕнĕ çветтуйсен ячĕпе Шупашкарта лартнă чиркĕвĕн настоятелĕ Гурий (Данилов) архимандрит халăха кăсăклантаракан ыйтусем çине эфирта хуравлама тытăнчĕ. Владимир Захаров, Владимир Кузнецов, Петр Тепловодский пачăшкăсем те хутшăнчĕç çак кăларăмсене. «Пачăшкă сăмахĕ» халăхăн юратнă передачи пулса тăчĕ. «Чĕрĕлĕх çути», «Символ веры», «Азы православия» передачăсене итлекенсен йышĕ те пысăк республикăра.
«Пачăшкă сăмахĕ» кăларăма йĕркелесе пыракансем — Раççей журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн ретĕнче тăраканĕ, чăваш журналисчĕсен Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ Чёваш наци радиовĕн аслă редакторĕ Роза Деменцова тата Гурий (Данилов) архимандрит — кăçалхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче передача тухма тытăннăранпа 5 çул çитнине халалласа Чăваш Республикин Наци библиотекинче: «Мерчен» юрă-кĕвĕ тĕпелĕнче библиотекăн тĕп специалисчĕ Вера Архипова йĕркеленипе радиоитлекенсемпе тĕлпулу ирттерчĕç.
Палăртнă кун Наци библиотекин акт залне республикăри тĕрлĕ районсенчен, тĕп хуламăртан радиоитлекенсем, «Пачăшкă сăмахĕ» тата ытти православи кăларăмĕсене кăмăлласа итлекенсем пухăнчĕç. Вĕсемпе тĕл пулма священниксем, Чăваш Республикин культура министерствин пай пуçлăхĕ Сергей Казаков, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ Валерий Алексеев, православи литературине чăвашла куçараканĕ Виталий Григорьев (Енĕш) çыравçă, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Светлана Асамат, Улатăрта пурăнакан Алимпиада Кручинина сăвăç, килсе çитрĕç, тухса калаçрĕç. Шупашкарти муниципаллă «Классика» капелла (ертÿçи — Надежда Молошникова), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Елена Хорькова (Шурту), Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр салинчи чиркÿ (настоятелĕ Игнатий (Суранов) иеромонах) хорĕнче юрлакан Дарья Макарова хăйсен пултарулăхĕпе савёнтарчĕç.
Тĕлпулăва килнисем православи кăларăмĕсем вĕсене çав тери кирли, вĕсем çак передачăсене кашни эрнерех уява кĕтнĕ пек кĕтни çинчен каларĕç, пачăшкăсене нумай-нумай ыйту пачĕç, тĕлпулу йĕркелесе ирттерекенсене чĕререн тав турĕç.