(5 декабря 2016) Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче Пушкăрт Республикин Пелепей районĕн Слакпуç ялĕнче чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 105 çул çитнĕ ятпа поэзи уявĕ иртнĕ. Уява Шупашкар хулинчен ЧР Культура министерствин этноконфесси хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Лидия Ивановна Филиппова ертсе пыракан Чăваш наци конгресĕн делегацийĕ хутшăнна. Делегаци йышĕнче конгресăн вĕренÿ тата ăслăлăх комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров, «Чăваш ялĕ» комитет пуçлăхĕ Эдуард Бахмисов, конгресс хастарĕсем: И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ университечĕн доценчĕ Ирина Софронова, «СВ-пресс» издательство ушкăн директорĕ Александр Вражкин, ЧР Профессиллĕ писательсен ертÿçин çумĕ Василий Пушкин, ЮТВ телевиденийĕн ĕçченĕсем Кристина Адюкова тата Екатерина Яковлева пулна.Чăвашран килнĕ делегаци, Пелепей чăвашĕсен ертÿçи Владимир Яковлев ирхине Пелепейре кĕтсе илсен чăваш гимназине çитсе курна. Çĕнĕрен юсанă çуртра вырнаçнă гимнази ĕçĕ-хĕлĕпе, пурлăхĕпе, тĕрлĕ халăх ачисен вĕренĕвĕпе паллашна. Кунта чăваш чĕлхипе литературине ял тата хула шкулĕн программисемпе вĕрентеççĕ. Гимназире вĕренекенсем пурте уроксенче чăваш халăх культурипе паллашаççĕ, ырă йăласене ăша хываççĕ. Ирхи апат хыссан Слакпуçне çул тытна. Слакпуç шкулне Пелепей районĕн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем «Ухсай вулавĕсем» регионсен хушшинчи ăслăлăхпа меслетлĕх конференцине пуçтарăннă. Конференцин 1-мĕш пайĕ ЧР Çĕрпÿ районĕн чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем хутшăнипе Интернет урлă Онлайн майпа иртнĕ.
2-мĕш пайĕнче вара Пелепей районĕнчи тĕрлĕ шкулта вăй хуракан чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем тухса калаçна. Тĕп калаçăвĕ чăваш халăхĕн мухтавлă сăвăçин Ухсай Яккăвĕн пархатарлă ĕçне хаклани пулна. Ухсай çырнисем пирĕн литература аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсенче чăваш халăхĕн кăмăл-туйăмĕ, шухăш-ĕмĕчĕ сăнарланнă. Халăх поэчĕ çырнисене хура çĕр сĕткенĕ, халăх тĕнчекурăмĕ, сăнарлă та витĕмлĕ чăваш чĕлхи чĕрĕ вăй кÿрсе тăраççĕ. Савăнпа та вĕсене вулакансем кăмăлласа йышăннине палăртрĕç конференцие хутшăннă вĕрентекенсем.
Конференци вĕçленсен хăнасем Слакпуç шкулĕпе палашна. Кунта чăвашлăх хуçаланни пур çĕрте те курăнать. Ачасем чăваш чĕлхипе тăван литературăна чăваш шкулĕн тĕслĕх программипе вĕренеççĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем «Аван-и?» тесе хăнасене саламлани, шкулăн тулашпа шалашĕнче чăвашла çырнисем, эрешсемпе илемсем пурри, столовăйра «Апачĕ тутлă пултăр!» тени кăмăла çĕкленĕ, тăван чĕлхе хисепре пулнине кăтартна.