(16 декабря 2016) Раштавăн 13-мĕшĕнче «Шупашкар — Арена» пăр керменĕнче савăнăçлă лару-тăрура Раççейре – Кино, Чăваш Республикинче – Ĕç çынни çулталăкне хупса 2017 çулхи çĕршывра – Экологи, Чăваш Енре – Ашшĕпе Амăшĕн Çулне уçрĕç. Çак пĕлтерĕшлĕ мероприятине влаçри çынсем, общество организацийĕсем, республикăри предприятисемпе учрежденисенче тăрăшакансем хутшăнчĕç. Республика шайĕнчи уявра Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем те пулчĕç.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Кино тата Ĕç çынни Çулталăкĕнче пирĕн республикăра нумай ырă ĕçсем туса ирттернине палăртрĕ. Сăмахран: Улатăр, Çĕмĕрле, Канаш хулисенче çĕнĕ кинозалсем уçăлнă, çитес вăхăтра ытти районсенче те кино курма юратакансене чаплă залсем кĕтеççĕ.
«Пирĕн ĕçчен халăх вăрçă хыççăн çĕрне-кунне пĕлмесĕр çĕршыва ура çине тăратнă, халĕ те чунне парса тăрăшать. Тăван çĕре чунтан парăнса унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшакан ĕç çыннине пирĕн хисеплемелле, çакна çамрăксене те вĕрентмелле», — терĕ Михаил Игнатьев.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе 2017 çула Ашшĕпе Амăш Çулталăкĕ тесе йышăннă. Чăваш Ен хăни, Раççей халăх артисчĕ Александр Михайлов çакна йышăнакансем питĕ тĕрĕс тунине палăртрĕ. Паллă киноактер хăй кинора вылянă вăхăтсене аса илчĕ, пуçтарăннă халăха юрласа та савăнтарчĕ.
Пирĕн республикăри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Ольга Зайцева тата ашшĕсен юхăмĕн председателĕ Владимир Викторов çитес çул çемье хакне ÿстерме май паракан мероприятисем тата та нумай пулассине палăртрĕç.
Уявра Чăваш Республикинчи халăхсен Ассамблейин председательне Лев Куракова сăмах пачĕç. Вăл хăйĕн сăмахĕнче çынлăх, чунлăх, çемье телейĕ, пурнăç тытăмĕ çинче чарăнса тăчĕ.
Чăваш наци конгресĕн Президентчĕ Николай Угаслов та конгресс ячĕпе пурне те уявпа саламларĕ. «Эпир паян ырă туйăмсемпе Ĕç çынни тата Кино çулталăкне ăсатса яратпăр, Атте-анне, Экологи Çулне лайăх кĕтсе илсе, кăçалхинчен те лайăхрах вăй хума палăртатпăр. Енчен те пурте атте-аннене хисеплесе, çутçанталăка упраса пурăнсассăн пирĕн ĕçсем ăнса пымалла, çитĕнÿсем те пулмаллах», — терĕ пухăннисем умĕнче Николай Федорович.
Уява килнĕ халăха Чăваш патшалăх оперăпа балет, академиллĕ юрăпа ташă ансамблĕ, академиллĕ симфони капелли, «Сувар» тата ытти пултарулăх ушкăнĕсен артисчĕсем савăнтарчĕç.