(9 февраля 2017) Феврален 8-мĕшĕнче пирĕн ентеш , Чăваш наци конгресĕн президенчĕ, «Тус» строительсен фирмин тĕп директорĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Федорович Угаслов 65 çул тултарчĕ!
Тутарстанри Чăвашсен наципе культура автономийĕн Канашĕ Николай Федоровича юбилейпе саламласа сывлăх, телей, пурнăçри мĕнпур ырлăхпа киленсе пурăнма сунать. Малашне те чăваш чĕлхине, культурине, аталантарса, йăла-йĕркине сыхласа пымашкăн хальхи пекех пысăк ĕçсем тума Турă сире пулăшса тăтар.
Тутарстанри ЧНКА Канаше.