(25 апреля 2017) Чăваш чĕлхи уявне эпир тăван халăхăн Аслă вĕрентекенĕ Иван Яковлевич Яковлев çут тĕнчене килнĕ кун ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă тăватпăр.
«Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», — тенĕ Иван Яковлев. Питĕ тĕрĕс каланă чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ.
Çуралсанах эпир атте-анне чĕлхипе калаçса тавра курăма анлăлататпăр, хамăр ăc-хакăла пуянлататпăр, чăваш пулнипе хăпартланатпăр, чĕлхемĕре мухтатпăр.
Иван Яковлев «чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр» тенине асра тытса чăвашлăха аталантарас ĕçе юратса тусан чăваш чĕлхин шăпине татах та лайăхлатма пултаратпăр. Кашни хăй вырăнĕнче, хăй ĕçĕнче мĕн кирлине тивĕçлĕ шайра туса пырсан тăван чĕлхен хăвачĕ пысăклансах пырĕ.
Чăваш чĕлхи пурне те тăванлăх, пĕрлĕх туйăмĕ парсах тăтăр, наци культурин аталанăвне паха витĕм кÿтĕр. Пуян та çепĕç чĕлхен халăха пĕрлештерекен вăйĕ ÿссех пытăр.
Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв ячĕпе пурне те тулли кăмăлпа саламлатăп, çамрăк ăрăва тăван чĕлхепе ăс пама пурин те вăй-хал çиттĕр, пултарулăхпа çирĕп сывлăх ан иксĕлччĕр. Чăвашлăха çирĕплетес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума чăтăмлăх, тăван чĕлхешĕн тăрăшма пархатар сунатăп.
Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов