(20 июня 2017) Республика Кунĕ çитсе пырать, унпа пĕрле Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ те ирттмелле. Юлашки çулсенче Чăваш наци конгресĕ Мăн Канаша та çак кунсенче ирттерме тăрăшать. Чăваш Ен тулашĕнчи йăхташăмăрсене, наципе культура автономийĕсен ертÿçисене çак уява килнĕ май пуçтарма меллĕ.
Çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче иртнĕ ЧНК президиумĕн черетлĕ ларăвĕнче Мăн Канаша йĕркелесе ирттерсе ярасси пĕрремĕш ыйтупа тăчĕ. Конгресăн президенчĕ Николай Угаслов ларăва ертсе пынă май çак ыйтăва уйрăмах тимлĕх уйăрчĕ. Раççей регионĕсенчен килекен хăнасене кĕтсе илесси, вырнаçтарасси, ларăва тивĕçлĕ шайра ирттересси тата ытти те Николай Федоровича уйрăмах хумхантарчĕ.
ЧНК президенчĕн саккунсемпе ĕçлекен çумĕ Петр Ивантаев Устав тăрăх Мăн Канашăн йĕркелÿ ĕçĕсем мĕнлерех пулмаллине аса илтерчĕ.
Ĕç тăвакан комитет председателĕ Валерий Клементьев Мăн Канаш пăхса тухмалли Кун йĕркин проекчĕпе паллаштарчĕ.
Юпа уйăхĕнче иртмелли Аслă Пуху валли квота çирĕплетес ыйту çинче президиум ларăвĕнче уйрăммăн чарăнса тăчĕç, ку проекта Мăн Канашра пăхса тухмаллине палăртрĕç.
ЧНК 25 çулне халалланă кĕнеке кăларасси пирки иккĕмĕш ыйтăва редколлеги ертÿçи Алексей Леонтьев вице-президент уçăмлатрĕ. Президиум пайташĕсене Алексей Петрович кĕнекен концепципе паллаштарчĕ, ăçта пичетлесси, кĕнеке мĕнлерех пуласси пирки каласа пачĕ.
Республика Кунĕн тата Пĕтĕм чăвашсен Актуйĕн программипе президиум ларăвне ятарласа килнĕ Чăваш Республикин Культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов паллаштарчĕ, сĕнÿсене йышăнчĕ.
«Мурманскран Байкал таран» Акатуй çулçÿревĕ çинчен президиум ларăвне пуçтарăннисене Валерий Клементьев пĕрремĕш вице-президент тĕплĕн уçăмлатрĕ.
Николай Федорович Угаслов çакнашкал пысăк акцине ăнăçлă ирттернĕ ятпа пурне те тав турĕ, уйрăмах тав сăмахне Валерий Леонидович тивĕçрĕ.
Президиумăн ларăвĕнче ытти çивĕч ыйтусене те пăхса тухрĕç.
ЧНК пресс-служби.