Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Кÿршĕсем пĕрле туслă ĕçлесшĕн  

Кÿршĕсем пĕрле туслă ĕçлесшĕн  

admin 10.08.2017

(10 августа 2017) Август уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Хусан патшалăх университечĕн ректорĕ Ильшат Гафуров малашне ЧР Министрсен Кабинечĕпе кÿршĕ регионти аслă вĕрентÿ заведенийĕ пĕрле ĕçлесси пирки килĕшÿ тунă.

 

Республика ертÿçи Хусан университечĕн ректорне Чăваш Ен студенчĕсене Атăлçи тăрăхĕнчи сумлă вузра вĕренме условисем туса панăшăн тата ĕçлĕ хутшăнусене çирĕплетме тăрăшнăшăн тав тунă. Ильшат Гафуров Чăваш Республикин ертÿлĕхĕ вĕрентÿ тытăмне аталантарас тĕлĕшпе тухăçлă ĕçленине палăртнă.

 

Тĕлпулура çавăн пекех Хусан университетĕнче Чăваш Республики валли пысăк квалификациллĕ педагогика кадрĕсене хатĕрлессипе, пултаруллă ачасемпе ĕçлессине çÿллĕ шая çĕклессипе, финанс пĕлÿлĕхне ÿстерессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Çавăн пекех кÿршĕсем хăйсен ĕç-хĕлĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн опычĕпе усă курассине палăртнă.

 

Чăваш Ен Правительстви ăста кадрсем хатĕрлес тĕлĕшпе республикăри тата Раççей Федерацийĕнчи ытти аслă шкулпа та тачă çыхăнса ĕçлет. Тĕслĕхрен, 2016 çулта ЧР Министрсен Кабинечĕ республика экономики валли специалистсем хатĕрлес тĕллевпе И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУпа, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУпа, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕпе килĕшÿ тунăччĕ. 2017 çулта М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕпе ку енĕпе пĕрле ĕçлеме килĕшсе татăлнă.

 

Валентина БАГАДЕРОВА.

Продолжить чтение

Назад: Космоса чăваш парăнтарнăранпа 55 çул çитнине сумлă уявлĕç
Далее: В Челнах стартовал прием заявок на участие в фестивале народных промыслов

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57