(28 сентября 2017) Сентябрӗн 23-мӗшӗнче «Корстон» комплексра çулсерен иртекен Тутарстан çемйисен фестивалӗ кӗрлесе иртсе кайрӗ. Вăл «Нечкэбил» республикăн аннелӗхпе çемье илем конкурсӗн çурма финалӗ шутланать. Мероприяти «Çирӗп çемье» федераллă парти проекчӗн хӳттинче иртет. Ку çулта «Нечкэбил – çирӗп çемьесен территорийӗ» девизпа иртнӗ фестивале пурӗ 43 çемье хутшăнчӗ. Пилӗк творчество площадкинче пӗтӗмпе 2 пин çурă çын пуçтарăнчӗ, вӗсем конкурса хутшăннă çемьесем, вӗсен тăванӗсем тата куракансем. Хăш-пӗрисем çак конкурса пӗрремӗш хут мар хутшăнаççӗ. Фестивале уçнă çӗре ку хутӗнче ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Римма Ратникова килчӗ. Вăл «Нечкэбил» конкурс ертӳçипе Изольда Жуйковапа пӗрле конкурса уçрӗ те ӗнтӗ.
Иртнӗ номерте чăвашсенчен конкурса Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Упире пурăнакан Наталья Куракина хăй çемйипе хутшăнни пирки çырнăччӗ. Кӗтнӗ пекех ентешӗмӗр фестивальте нумай енпе палăрма пултарчӗ, тӗрӗсрех каласан, Куракинсен çемйи. Вӗсем виçӗ номинацире палăрчӗç: «Территория родной земли» конкурсра, «Слово об отце» фотоконкурсра 2-мӗш вырăнсене йышăнчӗç, «Второе блюдо» номинацире вара Наталья Куракина жюрие шăрттан пӗçерсе тӗлӗнтернӗ. Чăваш апачӗ çав тери килӗшнӗ куран, Куракинсене 1-мӗш вырăн панă. Ентешӗмӗрсен çитӗнӗвӗсем, паллах, пире савăнтарчӗç. Фестиваль хыççăн Наталья Николаевнăпа çыхăнса калаçрăмăр. Мӗнлерех йӗр хăварнă-ха вӗсен çемйинче çак конкурс, мӗн енӗпе усăллă пулнă? Çак тата ытти ыйтусем интереслентерчӗç пире.
Наталья Куракина сăмахӗсемпе, конкурса вăл Çӗпрел районӗн культура уйрăмӗ сӗннипе хутшăннă.
– Çакăн пек пысăк мероприятие хутшăнни вăл чыс. Районти культура уйрăмӗн сӗнӗвӗпе тӳрех килӗшрӗм. Çемье те хирӗç пулмарӗ. Мӗн тери илемлӗ комплексра иртрӗ вăл. Килсе курни мӗне тăрать. Çемье те кăмăллă пулчӗ. Хамăра урăх енчен курма пултарнипе те усăллă вăл. Ытти çемьесен пултарулăхӗпе, хăйсемпе те, паллашма интереслӗ пулчӗ. Çак конкурс пирӗн çемьене пӗр çӗре пуçтарма пулăшрӗ. Аслă хӗрӗмӗр пирӗн качча кайнă ӗнтӗ. Фестиваль пулăшнипе çемье каллех пуçтарăнчӗ.
Наталья Николаевна хăйне конкурса килме пулăшакансене – культура ӗçченӗсене Зульфат Филоридовича, Гульназ Заббаровнăна, Галияпа Лилийăна, Валерий Николаевича пысăк тав сăмахӗсем калать.
Наталья Куракина каласа панă тăрăх, жюри чăваш наци тумне пысăк хак панă. – Эпир хальхи модăпа çӗлеттернисене мар, ӗлӗкхисене тăхăнтăмăр, ман çире хуняман кӗпиччӗ, капăрлăхсем те унран юлнисемех. Хӗрсем валли кӗпесем ял халăхӗнчен пуçтартăмăр. Капăрлăхсене укçасенчен хамăрах ăсталарăмăр, – каласа парать Наталья.
– Çурма финалта эсир лайăх кăтартусемпе палăрнă, апла финала хутшăнатăрах пулӗ, – ыйтрăм унран.
– Маларах хамăр та çапла шутланăччӗ, анчах конкурс положенийӗпе тӗплӗнрех паллашсан ку апла маррине пӗлтӗмӗр. Кӗнӗ-и эпир унта е çук, тепӗр икӗ эрнерен паллă пулӗ. Унта ыркăмăллăх ӗçне еплерех хутшăннине те пăхаççӗ.
Наталья Куракина ырă чӗреллӗ хӗрарăм, вăл çын хуйхинчен ахаль иртсе каякан çын мар. Ыркăмăллăх ӗçӗсем те çук мар. Анчах сăпайлăскер мухтанма юратмасть. Мӗн чуль тусан та çителӗксӗр тесе шутлать.
– Çак конкурса, ман шутпа, пурин те хутшăнмалла. Хамăр çемьене илес пулсан, вăл пире тата çывăхрах пулма, пӗр-пӗрне ытларах сума сума, ăнланма вӗрентрӗ. Аван конкурс. Хутшăнасси пирки хăраса тăмалла мар. Кашни çемьен нумай лайăххи пур, кăтартма кăна пӗлмелле, – терӗ Наталья Николаевна.
Чăваш халăхӗн культурине, йăли-йӗркисене питӗ тивӗçлӗ те çӳллӗ шайра кăтартнăшăн пӗтӗм чăваш ятӗнчен Наталья Куракинăна, унăн çемйине пысăк тав сăмахӗсем каламалла. Финала тухасса та шанса тăратпăр. Çапах хальхи çитӗнӗвӗсем те вӗсен пысăк, асăрхамасăр, каламасăр иртсе кайма çук.
Сувар.
Ирина Трифонова.