(25 октября 2017) ЧНК 10-мĕш Аслă Пухăвне хатĕрленесси тата ытти ĕç-хĕл мĕнле пулса пыни çинчен конгресс президенчĕн пĕрремĕш çумĕнчен Валерий Леонидович Клементьев каласа парать.
— Валерий Леонидович, Чăваш наци конгресĕн Х Аслă Пухăвĕн хатĕрленÿ тапхăрĕ чиперех пырать-и?
-Хатĕрленÿ тапхăрĕ тесе каласах та килмест. Мĕншĕн тесен VIII Аслă Пуху хыççăнах мĕнле ĕçлеме пуçланă, яланах Николай Угаслов президент, президум ертсе пынипе пирĕн пайташсем Х Аслă Пухăва йĕркеллĕ, лайăх кăтартусемпе çитмелле тесе тăрăшса ĕçлесе пурăннă.
Хальхи вăхăтра Аслă Пухăва чĕнсе Чăваш Енри районсемпе хуласене, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсене тата ют çĕршывсене, пурĕ 320 делегата тата 180 хăнана йыхравсем ярса панă.
Кăçал конгресс туса хунăранпа 25 çул çитрĕ. Паллах, сумлă çул, юбилей темелле ĕнтĕ. Çавăнпа та йĕркелÿ комитечĕ çак мероприятисене тата та пысăк шайра йĕркелеме тăрашать.
Х Аслă Пуху юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче, 11 сехетре чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пуçланать.
Пĕр кун маларах, юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче çавра сĕтелсем, тĕрлĕ тĕлпулусем пулĕç. Унта регионсенчен килнĕ чăваш наципе культура автономийĕсен ертÿçисемпе пайташĕсем, бизнесра тăрăшакансем хутшăнĕç. Çавра сĕтелсене, тĕрлĕ канашлусене Чăваш Республикин ертÿлĕхĕ, министрсем пырĕç.
Çав кунах культурăпа ÿнер институчĕн концерт залĕнче юбилея халалланă савăнăçлă концерт пулмалла.
— Валерий Леонидович, çак 320 делегата мĕнле суйланă, ăçтан вĕсем, мĕне шута илсе суйланă вĕсене?
-Пирĕн Чăваш наци конгресĕ регионсенчи чăвашсемпе пуян, вĕсене пĕрлештерсе тăракан организаци.
Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче ЧНК Мăн Канашĕнче çак Аслă Пухуна юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче ирттермелле тесе йышăннă. Унтах делегатсене суйлама квота çирĕплетнĕ.
Ăçтан тата миçе делегат килмеллине вырăнсенчи чăвашсен шучĕпе пайланă. Çак квота тăрăх Чăваш Енри районсен ЧНК уйрăмĕсенче, регионсенчи чăваш наципе культура автономийĕсенче, Шупашкарти тĕрлĕ организацисенче пухусем пулса иртнĕ, вĕсем делегатсен списокĕсене ЧНК на протоколсем туса ярса панă. Унсăр пуçне, Устав тăрăх Чăваш наци конгресĕн президиумĕн пайташĕсем пурте квотăсăрах делегатсем пулмалла. «Хастар» çамрăксен ушкăнĕнчен те делегатсем суйланă. Районсенчен — 91 делегат (кашни районтан 5 делегат), регионсенчен — 91, Шупашкар хулинчен вара 60 делегат суйланнă.
— Хаклă хăнасем шутĕнче миçе çын пулмалла тата паллăрах ентешсенчен камсене Аслă Пухăва чĕннĕ?
— Чăваш наци конгресне уйрăмах тулайри чăвашсем питĕ нумайăн шăнкăравлаççĕ, пурте Аслă Пухăва лекесшĕн. Чи пахи — çамрăксем те килесшĕн. Чăваш наци конгресĕн витĕмĕ регионсенчи чăвашсен питĕ вăйлă. Юрă-ташăшăн кăна мар, пĕрле пуласшăн, пĕрле ĕçлесшĕн вĕсем. Пирĕн аякри йăхташсене эпир юлашки вăхăтра уйрăмах çывăхлатрăмăр. Крымри, Байкал хĕрринчи Акатуйсен ырă витĕмĕ те вăйлă сисĕнет. Эпир яланах халăха пĕрлештерсе туслаштарас тĕллевпе ĕçлетпĕр.
Мускаври, ытти хулари паллă ентешсем патне йыхравсем янă, вĕсен хушшинче генералсем те пур, ентешлĕхсен ертÿçисене те чĕннĕ.
Тепĕр хут калатăп, конгресс алăкĕ пуриншĕн те уçă, юлашки вăхăтра уйрăмах çĕнĕлле вăйпа ĕçлеме пуçларăмăр. Кăна регионсенче туяççĕ, пире шанаççĕ, пирĕнпе пĕрле пуласшăн тăрăшаççĕ.
— Х Аслă Пухура ЧНК президентне çĕнĕрен суйламалла пулать, Устав тăрăх Николай Федорович Угасловăн полномочийĕсем вĕçленеççĕ. Чылайăшĕ мĕнле команда малалла ĕçлĕ тесе кăсăкланать. Ку ыйтăва мĕнлерех хуравлăр?
— Пирĕн, йĕркелÿ комитечĕн тĕп тĕллевĕ — Аслă Пухуна лайăх хатĕрленсе, çÿллĕ шайра ирттерсе ярасси. ЧНК Уставĕ тăрăх Николай Угаслов тепĕр хут суйланма пултарать, çавăнпа вăл хăйĕн кандидатурине сĕнме пултарать, ытти регионсенчи, районсен ентешлĕхĕсен пуçлăхĕсем те хăйсен кандидатурине тăратма пултараççĕ.
Эпир шанатпăр, пулас президент халăх килĕштерекен, маттур, авторитетлă тата анлă тавракурăмлă хастар чăваш пулмалла. Ыттисен вара президента пур енлĕн пулăшса пымалла.
— Пирĕн халĕ Мăн Канашра пурĕ 102 пайташ. Çак хастарсенчен камсем юлĕç, камсем кайĕç? Мĕнлерех йĕркепе суйланĕç вĕсем?
— Ман калас килет, суйланас текеннисем чылай, уйрăмах президиума, анчах та ячĕшĕн мар, ĕçлес текенсене суйламалла. Мĕншĕн тесен килсе çÿреме вăхăт тупмалла, ĕçлемелле, тĕрĕссипе каласан. Регионсенчи чăвашсене ытлашши нумай кĕртсен — Мăн Канаша пуçтарма, кворум пухма йывăртарах пулĕ. Пирĕн Мăн Канаша çамрăксене кĕртмелле. Паллах, кăна эпĕ те, Николай Угаслов та татса памасть.
Мăн Канаша суйланма пултаракансен списокне Аслă Пухăва сĕнĕпĕр, анчах та çак йыша делегатсем пăхса тухса çирĕплетĕç, кирлĕ пулсан — урăххисене кĕртĕç. Çĕнĕрен суйланнă Мăн Канаш вара президиум пайташĕсене суйлать. Президиум — президент çумĕсене тата комитетсен председателĕсене, пайташĕсене çирĕплетет.
— Валерий Леонидович, йĕркелÿ комитечĕ Аслă Пуху программине те çирĕплетнĕ пулĕ-ха?
— Хама мухтанă пек ан пултăр, эпĕ йĕркелесе пынипе (Николай Угаслов кăтартса пынипе паллах )виççĕмĕш Аслă Пуху ирттеретпĕр. Пирĕн паянхи куна программа пур, сценари хатĕр, тĕрлĕ ĕç тăвакан (шутлав, мандат тата ытти ) комиссисене çирĕплетнĕ.
Унсăр пуçне тĕрлĕ куравсем, стендсем тата ытти те юбилейлă мероприятире çителĕклĕ пулĕç.
Çавăнпа та Аслă Пухура пĕрле килĕштерсе ĕçлесе, сÿтсе явса эпир тулли, усăллă, кирлĕ йышăнусем тăвасса чунтан шанатăп.
-Юбилей чухне паллах, 25 çул каялла ЧНК йĕркеленĕ, «никĕсне» хывнă çынсене аса илсен аван. Камсене тав тăвас килет?
— Чи малтанах пĕрремĕш президента (халĕ вăл хисеплĕ президент) Атнер Петрович Хусанкая, Виталий Петрович Станьяла, Николай Егорович Лукиянова, Олег Михайлович Цыпленкова, регионсенчен -Красноярск тăрăхĕнчи Геннадий Иванович Храмова, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Владимир Сваева, Олег Мустаева, Валентина Таравата тата ыттисене те чăвашсен пуласлăхĕшĕн сывлăхне, вăхăтне шеллемесĕр тăрăшнăшĕн питĕ пысăк тав. Вĕсен опычĕ, ăслăлăхĕ, пархатарлă ĕçĕ пире малалашлăха хăюллăн утма май парать.
Калаçăва Зоя Яковлева йĕркеленĕ.