(30 октября 2017) Хусан Кремлӗнче иртнĕ эрнере кашни кун тенӗ пекех туй, çитменнине кунне пӗрре кăна та мар. Кунти «Манеж» курав залӗнче Раççей ЗАГС тытăмӗн 100 çулхи юбилейне халалласа «Мăн асанне патне туя» тӗлпулусен ярăмӗ иртет. «Çемье историйӗ – республика историйӗ» курава (вăл декабрӗн 1-мӗшӗчченех ӗçлет) Атăлçи тăрăхӗнчи вырăс, тутар, чăваш, мари, мордва, удмурт халăхӗсен авалхи туй тумӗсене тăратнă. Экспонатсене ытти республикăри музейсенченех кӳнӗ. Чăвашсенне Шупашкарти наци музейӗ вăхăтлăха панă.
Пӗр сăмахпа, курмалăх пур. Экскурсовод кашни халăхăн туй тумӗн пайӗсен пӗлтерӗшне, йăла уйрăмлăхне каласа парать. Пӗр шутласан, ку та çитетчӗ пек, анчах « Хусан Кремлӗ» музей-заповедник ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи ЗАГС управленийӗ тата ТР архив ӗçӗсен патшалăх комитечӗпе пӗрле ăна тата интереслӗрех, сумлăрах тума шутланă. Атăлçи тăрăхӗнчи ултă халăхăн туй тумӗсӗр пуçне вӗсен туй йăли-йӗркин пӗр пайне те кăтартса курава пуянлатма шутланă. Тӗлпулусен ярăмне ятарласа Хусан студенчӗсем валли йӗркеленӗ-мӗн. «Манеж» курав залӗн ертӳçи Евгений Мартынов каланă тăрăх, мари, мордва тата удмурт халăхӗсем хăйсен туй йăлисене ытти кунсенче кăтартнă ӗнтӗ, паян черет чăвашсене çитрӗ.
Туй йăлин хӗр илме килнин пайне Çырчаллинчи «Чӗкеç» халăх тата Аксу районӗнчи « Хӗр Якку» çемье ансамблӗсем (иккӗшне те ТР тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗ Елена Кондюкова ертсе пырать) кăтартрӗç.
Туй курма килнисене ТР ЧНКА Канашĕн пайташĕсем Ирина Трифоновапа Артем Носков чăваш автономийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.
Сувар
С.Садыкова сăнÿкечĕкĕсем.