(23 ноября 2017) Хусан хулинчи 180-мӗш номерлӗ нумай чӗлхе вӗрентекен гимназире тин кăна Шкул ачисен РФ халăхӗсен чӗлхисемпе вулавӗ тата наукăпа практика конференцийӗ вӗçленчӗ. Унта вырăс, тутар, чăваш, удмурт, мари, мăкшă, пушкăрт ачисем хутшăнчӗç. ТР Вӗрентӳпе наука министерствипе Хусан хулин Вӗрентӳ управленийӗ пуçарнипе тата пулăшнипе иртекен çак мероприятин шайӗ çуллен ӳссе пырать. Кăçалхи конференцие хутшăнакансен шучӗ пӗлтӗрхинчен самай пысăкрах, шкул ачисем ытти регионсенчен те килнӗ.
Чăваш секцине пӗлтӗр 17 ачан ӗçне суйласа илнӗ пулсан, кăçал – 23. Чăваш ачисем Аксу, Теччӗ, Çӗпрел, Пăва, Элкел, Алексеевски тата Чăваш Енри Шупашкарпа Патăрьел районӗсенчи чăваш шулӗсенчен хутшăнчӗç.
Шкул ачисен вулавӗсен жюри пайташӗ, ТР ЧНКА Ӗçтăвком ертӳçин вӗрентӳ енӗпе çумӗ И.Трифонова пӗлтернӗ тăрăх, кăçал конференци пӗлтӗрхинчен вăйлăрах, ачасем питӗ лайăх хатӗрленнӗ. Çапла вара кăçалхи конференцин çӗнтерӳçисем çаксем:
Даниил Павлов (9-мӗш класс. Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи шкулӗ) – I , Диана Степанова (10-мӗш класс, Чăваш Енри Патăрьелӗнчи Ыхраçырми шкулӗ) – II, Ростислав Чистяков (10-мӗш класс, Чăваш Енри Шупашкар районӗнчи Кăшавăш шкулӗ) –III. Мария Васюткина (9-мӗш класс, Çарăмсан районӗ, Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗ) лауреат пулма тивӗçрӗ.
Сувар
Ирина Кузьмина.
С. Садыковăпа К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем