(6 декабря 2017) Хусанта çитес вăхăтра «Халăх Хӗл Мучине» суйлаççӗ. Тӗп приз – 100 пин тенкӗ.
Конкурса 18 çултан иртнӗ Хусан çыннисенчен хуть кам та хутшăнма пултарать. Тӗп услови – Хӗл Мучин команди икӗ çынран сахал пулмалла мар, тесе пӗлтерчӗ Хусан хулин культура управленийӗн ертӳçи Азат Абзалов паян «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире.
Заявкăсене декабрӗн 8-мӗшӗччен кăна йышăнаççӗ. Суйлав тапхăрӗсем вара декабрӗн 21-24-мӗшӗсенче пулаççӗ. Çав кунсенче Хӗл Мучисем хăйсен командисемпе хула урамӗсемпе тӳремӗсене, метро станцийӗсене, аэропорт таранах тухса хăйсен программипе паллаштараççӗ. Жюри шоу пахалăхне кăна мар, ку е вăл командăн болельщикӗсен шутне, вӗсем пӗрле мӗнле ӗçленине те хаклать. Хӗл Мучи хăйне валли хуть мӗнле тум суйлама е мӗн-тӗр çӗннине шутласа тупма та пултарать. Кунта тӗп вырăнта Хӗл Мучин хăйне евӗрлӗ, пуринчен те уйрăлса тăракан интереслӗ программи. Хӗллен тӗп асамçи темиçе чӗлхепе калаçни те çӗнтерме пулăшӗ кăна.
Декабрӗн 25-28-мӗшӗсенче представленисем пӗтсен, «визиткăсемпе» программăсене moroz.kzn.ru сайта вырнаçтарсан халăх сасăлавӗ пуçланать, унăн пӗтӗмлетӗвӗ те çӗнтерӳçе палăртма пулăшӗ. Конкурса декабрӗн 29-мӗшӗнче Хула чăрăшӗн уявне уçнă чухне пӗтӗмлетеççӗ.
Сувар.
А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ.