Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Ача вăл ытлашши пулмасть

Ача вăл ытлашши пулмасть

admin 19.02.2018

(19 февраля 2018) «Ытлашши ача пулмасть, эпӗ вӗсене программăпа çуратман»,– шӳтлерӗ Акрелӗнчи анне-героиня Раиса Кузьминична Квакова сцена çине тухсан. Февралӗн 17-мӗшӗнче Çарăмсан районӗнчи Культура керменӗнче иртнӗ «Çулталăк хӗрарăмӗ-2018» республика конкурсӗн Кама леш енчи районсен зонăри тапхăрӗн 35 конкурсантӗнчен вăл чи асли пулчӗ. 79 çул тултарнă Раиса Кузьминична 5 хӗрпе 5 ывăл çуртса ӳстернӗ.  Çулӗсене кура мар вăр-вар кукамай ачи-пăчипе, мăнукӗ-кӗçӗн мăнукӗпе пӗрле (пурӗ 31-ӗн) тухсан сцена тулсах ларчӗ, аран-аран шăнăçайрӗ çемье. «Кунта Красноярск крайӗнче, Талнах хулинче тата Аксу тăрăхӗнче пурăнакан ачамсем çук-ха, ахаль те сцени пӗчӗк те шăнăçаймастăмăр», –  шӳтлерӗ вăл кун çинчен каярах пирӗнпе сцена хыçӗнче тӗл пулсан та.

 

Регламентпа панă темиçе минут хушшинче Кваковсем хăйсен çемйи мӗнле тата мӗнпе пурăннине, амăшне, асанне-кукамăшне, мăн асламăшне-мăн кукамăшне мӗн тери хисепленине, юратнине кăтартрӗç. Çав вăхăтра «Çулталăк хӗрарăмӗ» конкурсăн ячӗ Раиса Кузьминичнашăн шутсăр ансăр пек те туйăнчӗ, мӗншӗн тесен ун çинчен «Ӗмӗр хӗрарăмӗ» тесен тӗрӗсрех.

 

Ула-чăла пир кӗпи çине çакнă Анне-героиня медалӗ аякран курăнсах та кайманни унăн пурнăçне сăнларӗ тейӗн. Декрет отпускӗ мӗн иккенне пӗлмен, патшалăхран пулăшу илсе курман вăл. Кашни ачи çуралнăшăн савăннă, çӗрӗн-кунӗн ӗçлесе ура çине тăратнă çеç. Ку конкурса та акă ят-сумшăн мар, ачисем ӳкӗтленипе республикăра анне-героиня чăваш хӗрарăмӗсем пуррине кăтартас шутпа «Хӗрарăм-анне» номинацире  хутшăнма килӗшнӗ. Кваковсен пысăк çемйи куракансене, çаплах жюрие те хумхантармасăр пултараймарӗ.  Жюри пӗр саслăн пулсан Раиса Кузьминична Кваковăна конкурсăн  «Хӗрарăм-анне» номинацире зонăри тапхăрӗн çӗнтерӳçи тесе йышăнчӗ. Риса Кузьминична çинчен тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çӗнӗ номерӗнче вулăр.

Сувар.

Продолжить чтение

Назад: Çăварни – çу эрни, эх тутлă та икерчи
Далее: ЧĂВАШ ТЕАТРНЕ ХУСАНА ТАВĂРАС

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57