Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • ЧĂВАШ ТЕАТРНЕ ХУСАНА ТАВĂРАС

ЧĂВАШ ТЕАТРНЕ ХУСАНА ТАВĂРАС

admin 19.02.2018

(19 февраля 2018) Кашни çулăн икĕ вĕçĕ пур. Шăп пĕр ĕмĕр каялла, 1918 çул пуçламăшĕнче, Чăваш драмтеатрĕн пуçламĕш çулĕ Хусанта, çак вырăнта çуралнă. Театра чăвашсен паллă драматургĕ-режиссерĕ, ман ентеш  Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский уçать. Вал А.Н.Островскин чăвашла куçарнă «Хăв пуранас килнĕ пек ан пурăн» спектакле лартать. 1920 çулта театр Шупашкара куçса каять. Халĕ çав çуртра Хусанти çамрăксен вырăс театрĕ вырнаçнă.

 

Акă паян, çĕр çул иртсен Чăваш Ен артистчĕсем çав Максимов-Кошкинский лартнă спектакле Хусана илсе килнĕ. Театрăн çулĕ каялла таврăннă. Пĕр пушă вырăн юлман залра Тутарстанри чăваш халахĕ пĕр чаранми алă çупса кĕтсе илчĕ юратнă артистсесне. Питĕ тунсăхлана-çке весем чăваш чĕлхишĕн.

 

Çавна курсан манан çакăн пек шухăш çуралчĕ. Чăваш радио уçрăмар, чăваш хаçатне, журналне хута ятăмăр, чăваш чиркĕвне вилĕмрен хатартăмăр, чăвашсем çинчен кино ÿкертĕмĕр. Неушта чăваш театрне çеклеймĕпĕр?

 

Спектакель пĕтсенех сцена çине улăхрăм та театрăн сумла артиста,  Геннадий Павлович Медведева хам шухăша уçса патăм:

 

— Эпир Хусанта чăваш театрне çĕнетсе ярасшăн. Пулăшатăр-и пире? – терĕм.

 

— Систерĕр кăна, — шантарчĕ Чăваш Енри Театр ĕçченĕсен пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ.

 

Николай СОРОКИН,

Тутарастанри чăваш писателĕсен пĕрелешĕвен пуçлăхĕ.

 

Продолжить чтение

Назад: Ача вăл ытлашши пулмасть
Далее: Мартăн 23-мĕшĕнче «Кĕмĕл сасă – 2018» фестиваль-конкурсăн иккĕмĕш тата виççĕмĕш тапхăрĕ иртет

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57