Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • В.В.Николаева халалланă Регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийӗ

В.В.Николаева халалланă Регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийӗ

admin 02.03.2018

(2 марта 2018) Техника наукисен докторне, Чăваш Республикин Патшалăх премине икӗ хутчен тивӗçнӗ академика, чăваш халăхӗн паллă ывăлне В.В.Николаева халалланă Регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийӗ Пушкăртстан çӗрӗ çинче 3-мӗш хут иртрӗ. Февралӗн 20-мӗшӗнче делегатсем Авăркас районӗнчи Толбазăра пухăнчӗç. Пушкăртстан Республикинчи 12 районтан тата Хусан, Шупашкар, Тюмень, Ульяновск, Самара хулисенчен пурӗ 343 çын хутшăнчӗ унта.

Конференцин тӗп теми «В.В.Николаев пултарулăхӗн еткерлӗхӗ тата халăх çӳтӗçӗнчи ăс-хакăл аталанăвӗ» пулчӗ. Пухăвăн анлăлăхне Салават тата Кумертау епископӗ Николай хутшăнни те палăртрӗ. Авăркас районӗн администрацийӗ нумай ыйтăва хăй çине илни те сисӗнчӗ.

Районти Культура çуртӗнче, Толбазăри тӗп библиотекăра, «Радуга» кинотеатрта иртрӗç ларусем. Вӗсенче 37 вӗренекен, 16 студент, 23 çитӗннӗ çын доклад турӗ.

Конференцие хусансем те активлă хутшăнчӗç. «Сувар» хаçат редакторӗ Константин Малышев «Чăваш чӗлхине сыхласа хăварасси» темăпа анлă доклад туса халăха тăван чӗлхене мӗнле сыхласа хăвармалли мелсемпе паллаштарчӗ. Конференци унăн ӗçне « Наука ӗçӗн проекчӗ» номинаци парса хакларӗ.

     

Сувар

Продолжить чтение

Назад: Литературный конкурс малой прозы «ЭтноПеро» объявил прием заявок
Далее: Вячеслав Христофоров Хусан пикисене саламларĕ

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57