Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Çӗпрелсем Шупашкарта иккӗмӗш вырăн йышăннă

Çӗпрелсем Шупашкарта иккӗмӗш вырăн йышăннă

admin 11.04.2018

(11 апреля 2018) Чăваш Республикин вӗрентӳ тата çамрăксен политикин министерстви тăван чӗлхе вӗрентекенӗсен Пӗтӗм Раççей конкурсӗн республика тапхăрӗн финалне кăçал апрелӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарти 47-мӗш вăтам шкулта ирттерчӗ. Кунсăр пуçне унта çав кунах «Раççей Федерацийӗн нумай нациллӗ халăхӗн культура тӗрлӗ енлӗхне тата чӗлхе эткерлӗхне упраса аталантарасси» семинар та йӗркеленӗ. Çак икӗ мероприятие те И.Яковлевăн 170 çулхи юбилейне халалланă-мӗн.

Тăван чӗлхе вӗрентекенӗсен конкурсӗн пӗрремӗш тапхăрне 40 ытла вӗрентекен хутшăнса хăйӗн пултарулăхне видеоурок ирттерсе, эссе тата методика материалӗ çырса кăтартнă. Финала вара пурӗ те 10 вӗрентекен кăна тухайнă. Палăртма кăмăллă, кăçал çак конкурса Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрел шкулӗн чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Валентина Петрова та хутшăнчӗ. Вăл хăйӗн педагог пултарулăхне тивӗçлӗн кăтартрӗ çеç мар, иккӗмӗш вырăн йышăнма та пултарчӗ. Саламлатпăр!

«Паянхи пурнăçра вĕрентекен пĕр вырăнта лармалла мар, самана таппипе тан утмалла. Ĕç тухăçлăхне ӳстерес, пултарулăха аталантарастĕллевпе çак конкурса хутшăнса пăхма шутларăм»,– терӗ вăл пирӗнпе телефонпа çыхăнсан.

Валентина Петрова Чăваш Енри тăван чӗлхе вӗрентекенӗсен конкурсӗнче тупăшу хӗрӳрех, конкуренци пысăкраххине те шута илмен мар. Хăйне çакăн пек условисенче тӗрӗслесе професси ăсталăхне ӳстерме тӗллев лартнă та вăл.

Конкурсантсем куçăн мар тапхăрта теорие мӗнле пӗлнине кăтартнă пулсан, иккӗмӗш тапхăрта ăсталăха практикăра çирӗплетнӗ. Мӗншӗн тесен вӗрентекенсен иккӗмӗш тапхăрта 47-мӗш шкулăн ачисемпе уçă урок ирттермелле, унтан чăваш тумӗн историне каласа кăтартмалла пулнă. Чăваш Çӗпрел вӗрентекенӗ жюрие хăйӗн çаврăнăçулăхӗпе тата чăвашла илемлӗ калаçма пӗлнипе тыткăнланă.

Сувар

Продолжить чтение

Назад: Многонациональная воскресная школа приглашает на праздничный концерт
Далее: Тетюшане награждены Почетными грамотами Ассамблеи народов Чувашии

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57