(26 апреля 2018) Чăваш чĕлхин кунĕ ячĕпе çуллен ирттерекен митингран пĕрре те юлманран, ăна мĕнлерех шайра йĕркеленине курса тăнă темелле. Кăçал вăл «Анлăн янăра, чăваш чĕлхи!» флешмоб ятпа иртрĕ.
Ячĕсене темле парсан та тĕшши унта мар, эпир тăван чĕлхене, Çутта кăларуçа мĕнле хисепленинче. Ас тăватăп, тĕрлĕ çул тĕрлĕрен иртетчĕ вăл. Малтанхи тапхăрта, тăван чĕлхе ячĕпе тумалли ĕçсем ытларах чухне, хĕрÿллĕччĕ.
Çивĕч ыйтусене пĕчĕккĕн татса пынă май е хамăр пĕр евĕрлĕ çак мероприятие хăнăхса пынăран та-ши — пит илĕртÿллех пулма пăрахрĕç тăван чĕлхе ячĕпе иртекен мероприятисем.
Кăçалхи вара ахальли мар, Аслă вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланăскер, ыттисенчен уйрăларах тăмалла пек. Йышĕпе çаплах пулчĕ, унта тĕп хулари общественноç, студентсемпе шкул ачисем кăна мар, республика тулашĕнчи 13 регионта пурăнакан чăвашлăх хастарĕсем те хутшăнчĕç.
Сăмах илекенсем те йышлă пулчĕç: ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов, Ульяновск облаçĕнчи чăваш наци автономийĕн председателĕ Олег Мустаев, Тутарстанри Теччĕ районĕнчи чăваш обществин ертÿçи Володар Тимофеев, ЧР вĕрентÿ министрĕн заместителĕ Алевтина Федорова, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, Виталий Станьял ăсчах, Чăваш халăх писателĕ Анатолий Кибеч. Вĕсем тăван чĕлхе ячĕпе калаçрĕç, тĕп хулари музыка училищинчи Людмила Петухова ертсе пыракан «Янтал» фольклор ушкăнĕ чăваш юрри-такмакĕпе, шкул ачисем сăвă-юмах вуларĕç. Иван Яковлевăн «Халалĕ» те янăрарĕ.
Ун умĕн Наци библиотекинче «Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçри тухăçлă технологисем» тата «Нумай халăх пурăнакан регионти библиотекăн çут ĕç тивĕçĕ» семинар-канашлусем тата «Чăваш наци культурине Иван Яковлев патриархăн еткерлĕхĕ çине таянса упраса хăварасси тата малалла аталнтарасси» ыйтупа «çавра сĕтел» ĕçлерĕç. Вĕсене республика тулашĕнче пурăнакан йăхташсем те хутшăнчĕç.
Тĕплĕнрех радио, телерепортажсенче.
Надежда Смирнова.
Зоя Яковлева сăнÿкерчĕкĕсем.(соцсетьсенчи пирĕн ушкăнсенче)