(6 сентября 2018) Республика кунне паллă тунин тӗп тӗллевӗ – республика территорийӗнче туслă пурăнакан халăхсене пӗрлештересси.
Тутарстан чăнах та нумай нациллӗ, нумай конфессиллӗ республика . Ун территорийӗнче хальхи вăхăтра 130 тӗрлӗ халăх пурăнать. Вӗсен хăйӗн историйӗ, культури. Çак пуянлăха туллин кăтартас тӗллевпе акă ӗнтӗ тăваттăмӗш хут Республика кунӗнче «Культура мозаики» этноконфесси фестивльне йӗркелерӗç. Кăçал вăл «Казан» Çемье центрӗ умӗнче иртрӗ. Хусан çыннисемпе хăнисем республикăра пурăнакан кашни халăх культурипе паллашма пултарчӗç. Кунсăр пуçне кăмăл пуррисен наци тумне хăйсен аллипе ăсталама вӗренме те май пулчӗ. Кашни халăхăн шатерне йӗркеленӗччӗ.
Уяв атмосферине çав кун ТР Президенчӗ Р.Минниханов та пуçӗпех чăмрӗ тесен юрать. «Культура мозаики» этноконфесси фестивальне хутшăнакансене, куракансене сцена çинчен çӗкленӳллӗ кăмăлпа саламларӗ вăл. Кашни халăхăн хăйевӗрлӗхне, тӗнне, йăли-йӗркине, наци искусствине, чӗлхине сыхласа хăварасси питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине каларӗ. «Эпир пурте тӗрлӗрен. Çакăнпа вăйлă та пирӗн çӗршыв»,– терӗ вăл кун пирки.
Паллах, чăвашсем республикăн «Культура мозаикинче» мӗнле вырăн йышăнни каламасăрах паллă. Эпир республикăн тӗп халăхӗ, авалхи пăлхар еткерçисем. Пирӗн ыттисенчен уйрăлса тăракан пуян культура, тумтир, юрă-кӗвӗ кăна мӗне тăрать. Сăмах май, тухья тăхăнса тунă селфисем Инстаграмра сахал пулмарӗç çав кун. Хусанти чăваш çамрăкӗсен «Аталан» ушкăнӗн ертӳçи Елена Павлова, хамăр хушăра ăна нацин сăн-пичӗ тесе те калатпăр, ТР Президентне кӗтсе илме хутшăнчӗ.
ТР Халăхӗсен Çамрăксен ассамблейи питӗ активлă хутшăнчӗ фестивале. Хусан чăвашӗсен «Аталан» ушкăн хӗрӗсем Еленăпа Анна Павловасем мастер-класс йӗркелесе хăнасене масмак тума вӗрентрӗç. Сцена çинче «Салам» ансамбль чăваш юррипе савăнтарчӗ.
«Культура мозаики» этноконфесси фестивалӗн тепӗр çӗнӗлӗхӗ те хусансемпе хăнасен кăмăлне кайрӗ. Çав кун кунта литература фестивалӗ уçăлчӗ. Раççей халăхӗсен поэзийӗн (вырăсла ăнлантарупа) анталогин хăтлавӗ асра юлмалли самант пулчӗ. Икӗ томлă кӗнекене ТР Президентне Р.Минниханова та парнелерӗç. (А. Наумов сăнӳкерчӗкӗсем).
Ирина Кузьмина