(23 сентября 2018) Теччӗсем паллă ентешӗсен юбилейӗсене халалласа сентябрӗн 22-мӗшӗнче пысăк уяв «Чӳклеме» ирттерчӗç.
Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушки ялӗнче çулталăкне вун-вун мероприяти иртет, çапах та кун пеккиех пулманччӗ-ха. Теччӗсем паллă ентешӗсен юбилейӗсене: И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул, И.С.Максимов-Кошкинский – 125, А.Е.Алга – 105 çул, Т.Петӗркки тата А.Г.Казакова çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа сентябрӗн 22-мӗшӗнче пысăк уяв «Чӳклеме» ирттерчӗç. Уява республикăри, кӳршӗллӗ Чăваш Енри ансамбльсем хутшăнчӗç. Чи тӗлӗнмелли вара Кăнна Кушкине хальхинче Иван Яковлевич Яковлев хăй килсе çитни пулчӗ-тӗр.
Кам мӗнле пуль те, ял варринче ларакан шкулпа музей çумӗнчи тин кăна йӗркеленекен вӗр-çӗнӗ культура паркӗн ансăр çулӗсем тăрăх çынсемпе юнашарах васкамасăр утакан сухаллă Иван Яковлевича курсан, эпӗ чутах чӗлхесӗр пулса лармарăм. Кунтах Чӗмпӗр шкулӗнче вӗренекен çамрăк Иоаким Максимов-Кошкинский те, Константин Иванов та, Федор Павлов та пур… Калăн, халӗ 2018 çул мар, IX ӗмӗр пуçламăшӗ… Ретӗн-ретӗн лартса тухнă сӗтел çинче мӗнле кăна çимӗç çук тата, хурансенче таврана тутлă шăршă кăларса апат пиçет. Теччӗ районӗнчи чăваш ялӗсем чăн-чăн кил хуçисем пулса хăнасене кӗрекене ларма кӗтеççӗ… Çӳлерех асăннă паллă çынсем хушăран мобильлӗ телефонпа калаçнине курсан тин умра сăнарсене ăста калăплакан К.Иванов ячӗллӗ Чăваш академи драма театрӗн артисчӗсем тăнине, хăв теччӗсен хаваслă уявне лекнине ăнланса илетӗн.
Çӗнӗ тухăçшăн тав тăвас йăлапа уява «Чӳклеме» тесе ят панăччӗ пулсан та, ытларах «Кӗр сăрине» аса илтерчӗ вăл. Мӗншӗн тесен уявăн илемӗ унта та кунта илемлетнӗ чӗрӗ хăмла çеçкисем, кăпăкланса ларакан сăра тата хăнасен шăнкăртатса юхакан юрри пулчӗ. Сăри кăна тата миçе тӗрлӗччӗ кунта, районти кашни чăваш ялӗ вӗретсе килнӗччӗ ăна. Сăмах май, хальччен сăра вӗретме пӗлменнисене ăçта, мӗнле, мӗнрен тата мӗнпе вӗретмеллине Ивановка ялӗнчи Елена Ивановна Прохорова каласа та, кăтартса та пачӗ. Кăнна Кушкинчи Зоя Аркадьевна Киргизова та ку ӗçре пулăшса тăчӗ ăна. Елена Ивановна ятарласах урпине шăтарса, сахăр чӗкӗнтӗрне хӗреличченех типӗтсе килнӗччӗ. Çапла майпа халăхшăн уяв официаллă пайран мар, паркри ăстасен ӗçӗпе паллашнинчен пуçланчӗ тесен тӗрӗсрех пуль. Мӗншӗн тесен сăра вӗретме кăна мар, пукане çӗлеме те, кавир тӗртме те, тăмран чӳлмек туса пăхма та май пурччӗ кунта. Кӳршӗллӗ Пăва районӗнчен килнӗ чăваш каччи Павел Ярхунов акă, кăмăл пуррисене пурне те тăм чӳлмек тума вӗрентме хатӗрччӗ.
Палăртса хăварам, Кăнна Кушкинче чăвашсене пурне те пӗр çӗре пухăнмалли ятарлă вырăн çукчӗ-ха хальччен, çак çитменлӗхе пӗтерес шутпа кăçал çуркунне И.Яковлев музейӗ çумӗнчи шурлăхлă, вăрман пуснă 2 гектар лаптăкра ЧНК пайташӗн Э. Бахмисовăн проекчӗпе парк тума пуçланă. Ăна Кăнна Кушки ял хутлăхӗ выляса илнӗ 1 миллион тенкӗ грантпа тата самообложени укçипе тăваççӗ иккен. Çуркуннеренпе пысăк ӗç пурнăçланă кунта: лаптăка йывăçсенчен тасатнă, варрине кӳлӗ чавнă, сцена лартнă, тротуарсем сарнă. Проект авторӗ каланă тăрăх, пӗтӗмӗшле ӗçӗн 30 проценчӗ кăна-ха ку, ӗçӗ тата нумай. Планра кӳлӗ çийӗн туслăх кӗперӗ хывасси, И.Яковлев палăкӗ хыçӗнчи лапама районти 16 чăваш ялӗн панорамине вырнаçтарасси, кӳлӗрен кăшт çӳлерех 16 кил-çуртпа хушма хуçалăх лартасси тата аллея. Сăмах май, паркри аллейăн пуçламăшӗ пулчӗ те ӗнтӗ. Уява килнӗ хаклă хăнасем, çав шутра район пуçлăхӗ Р.Сафиуллов та, вырăнти шкул ачисемпе пӗрле пӗрремӗш çăка хунавӗсене лартрӗç.
Килнӗ хăнасем И.Яковлева асăнса палăкӗ умне чӗрӗ чечексем хунă хыççăн теччӗсем сцена çинче кӗлӗ сăмахӗсем каласа чӳклеме йăлине турӗç. Авалхи йăлапа çӗнӗ сăрана киввипе хутăштарса туслăх курки ӗçтерчӗç вӗсем.
«Хамăрăн нумай нациллӗ районта халăх уявӗсене мӗнле ирттересси пирки питӗ нумай шутларăмăр. Пирӗн мордва, тутар, чăваш уявӗсем пур. Çапах та И.Яковлевăн тăван ялӗнче те çакăн пек уяв йӗркелес терӗмӗр, вăл çуллен иртӗ, кашнинче лайăхланса кăна пырӗ, – терӗ район ертӳçи Теччӗ чăвашӗсен Кăнна Кушкинче иртекен пӗрремӗш «Чӳклемине» уçнă май. Вырăнти ЧНКЦ ертӳçи В.Тимофеев та хăйӗн саламлă сăмахӗнче теччӗсем малӗмӗтлине палăртса ку вырăнта малашне пӗр «Чӳклеме» кăна иртмелле маррине, Кăнна Кушки мӗнпур чăвашăн мекки пулмаллине каларӗ.
Çакăн пек шайри мероприятие хатӗрлесе ирттерме пуçаруллă хастарсемсӗр май çук. Вӗсене район ертӳçи Тав çырăвӗ пачӗ. Чăваш Ен саламне вара ЧР Туслăх Çурчӗн директорӗ А.Иванов çитерчӗ. Кăнна Кушкине хăй те, Чăваш Ен çыннисем те малашне тата килессине шантарчӗ вăл. Халăхсем хушшинчи туслăха çирӗплетме пулăшнăшăн вырăнти ЧНКЦ ертӳçине В.Тимофеева, Кăнна Кушки ял хутлăхӗн пуçлăхне С.Гаврилова тата ыттисене ЧР Халăхсен ассамблейин Хисеплӗ хутне парса чысларӗ.
Вăраха тăсăлман официаллă пай хыççăн К.Иванов ячӗллӗ академи драма театрӗн артисчӗсем «К.Иванов.Вӗри юнлă çемçе чун» спектаклӗн пӗр пайне кăтартрӗç. Кунти халăхшăн кăна мар, хăнасемшӗн те пач кӗтмен япала пулчӗ ку. И.Яковлев сăнарне тăван ялӗнче, çитменнине хăй уçнă шкул умӗнче курни темле асамлăх пек те туйăнчӗ, калăн, артист мар, Иван Яковлев хăй килнӗ. Пӗр çынна та хумхантармасăр хăвармарӗ спектакль.
«Спектакль пайӗ чӗрене кӗрсе ларчӗ»,– терӗç Чăваш Енри Шăмăршă районӗнчи Кивӗ Чукал ялӗнчи «Пилеш» ансамблӗн юрăçисем кун пирки.
Куракансене интересли тата нумай кӗтрӗ-ха, малалла фольклор ансамблӗсен концерчӗ пуçланчӗ. Калас пулать, пӗчӗк яла харăсах çакăн чухлӗ ансамбль килни те пулманччӗ-тӗр-ха. Шупашкартан «Çавал», Чăваш Енрен Çӗрпӳ районӗнчи «Цивиляночка», Етӗрне районӗнчи «Пилеш», Шăмăршă районӗнчи «Пилеш»,
Хусантан «Салам», Пăва районӗнчи «Уяв» тата Теччӗ хулипе районӗнчи чăваш ансамблӗсем пӗрин хыççăн тепри сцена çинче юрă-ташăпа савăнтарчӗç. Çав самантсенче И.Я. Яковлев музейӗ те пӗрре те çынсăр тăмарӗ. Унăн директорӗ А.Пыркин кашнине музейпе тӗплӗн паллаштарма ӳркенмерӗ. Çав хушăрах теччӗсен тараватлăхӗ те кашни хăнана тӗлӗнтерчӗ. Чăваш ялӗсем аякран килнисене хăйсен сӗтелӗ хушшине лартса хăналарӗç. Хусансем эпир тарханпуçсен тутлă апачӗпе хăналантăмăр. Ялти Культура çурчӗн директорӗ Светлана Зиновьевна Журавлева ял çыннисемпе пӗрле пире питӗ лайăх пăхса ячӗ.
Пӗрремӗш пӗлӗм кумкаллă тенешкел, хальхинче те кăшт çапларах пулчӗ. Те ытла хумханнипе, те опыт сахалраххипе çамрăк ертӳçӗсем Хусантан килнӗ ТР ЧНКА представителӗсене сцена çине чӗнме манса кайрӗç. Çапла майпа вырăнти халăха, аякран килнӗ хăнасене ТР ЧНКА, ТР Халăхсен ассамблейипе Туслăх Çурчӗн саламне çитерме хусансен май пулмарӗ. Çапах та Теччӗ районӗпе малашнехи ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелеме чăрмантармарӗ ку. Хусан çамрăкӗсен «Аталан» ушкăнӗ тепӗр уйăхран И.Яковлев музейне килме, ку тăрăхри шкул ачисемпе тӗлпулу йӗркелеме калаçса татăлчӗ.
Ирина Кузьмина.
Фото автора