(12 октября 2018) ТР Вӗрентӳпе наука министерстви октябрӗн 24-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Сӗнчел шкулӗнче республикăри чăваш этнокомпонентлă шкул директорӗсемпе чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен семинар-лару йӗркелет.
Чăваш этнокомпоненчӗллӗ шкулсемшӗн халӗ çăмăл вăхăт мар: чӗлхе сумӗ чакса пырать, шкулта ача мӗнле чӗлхе вӗренессине ашшӗ-амăшне суйлама ирӗк панă хыççăн ку процесс тата хăвăртланчӗ. Çавăнпа та директорсен, тăван чӗлхепе литература учителӗсен пӗрле сӳтсе явмалли ыйтусем сахал мар.
Шăпах çакна шута илсе ТР Вӗрентӳпе наука министерстви октябрӗн 24-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Сӗнчел шкулӗнче республикăри чăваш этнокомпонентлă шкул директорӗсемпе чăваш чӗлхипе литератур вӗрентекенӗсен семинар-лару йӗркелет. Семинар ирхине 9.30 сехетре пуçланать. (К. Малышев сăнӳкерчӗкӗ).
Ирина Кузьмина,
Сувар