(24 октября 2018) «Туса лартăп шурă çурт» илемлӗ фильмăн презентацийӗ кăçал ноябрь уйăхӗнче Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче иртет.
Чăваш кино тата телережиссерӗ Владимир Карсаков чăваш киноискусствинче паллă çын. Унăн фильмографийӗ пӗчӗк мар: «Народ в серебряном одеянии», «Елена», Чăваш Президенчӗ Николай Федоров çинчен документлă, «Сурăм хӗрӗ», «Арбат», «Аннене «анне» тееççӗ» илемлӗ фильмсем. Çак списока кӗçех тепӗр фильм «Туса лартăп шурă çурт» кӗрӗ.
Кинорежиссер нацишӗн нумай ӗç тăвакан, вăйлă характерлă чăвашсем çинчен фильмсем ӳкерес проекта пуçăннă. Хальхи вăхăтра ЧНК президенчӗ, «Тус» строительство компанийӗн генеральнăй директорӗ, пирӗн ентеш Николай Федорович Угаслов çинчен илемлӗ фильм ӳкерет.
Кăçал çулла тӗп ӳкерӳсем Николай Угасловăн тăван ялӗнче Хулаçырминче пулнă. «Кинора профессионаллă актерсем пурӗ те 4-ăн кăна хутшăнаççӗ, ыттисем йăлтах ял çыннисем. 100 ытла çын ӳкерӗнчӗ. Тӗлӗнмелле халăх пурăнать Хулаçырминче, вӗсем пире костюмсемпе, декораципе питӗ пулăшрӗç», – терӗ Владимир Федорович ӳкерӳ ӗçӗн саманчӗсемпе паллаштарса. Тӗп рольсене ЧР тава тивӗçлӗ артисчӗсем: Валентина Иванова, Иван Иванов, Сергей Иванов тата çамрăк артистка Алина Зайцева выляççӗ. Сăмах май, пӗчӗк Угаслова Николай Федоровичăн мăнукӗ, улттăри Елисей, 12-ри Угаслова вара Хулаçырми шкулӗнчи 7-мӗш класра вӗренекен Владислав Лакушев калăплаççӗ.
Фильма ӳкерсе пӗтернӗ, хальхи вăхăтра монтаж пырать. Çавăнпа та тӗп вăрттăнлăхсене питех уçмăпăр. Владимир Карсаков «Туса лартăп шурă çурт» илемлӗ фильмăн презентацине кăçал ноябрь уйăхӗнче Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче ирттерессине пӗлтерчӗ.
Сăмах май, чăвашсен паллă çыннисем çинчен çитес вăхăтра тепӗр фильм та пулӗ, Владимир Карсаков паллă скульптор Владимир Нагорнов çинчен документлă фильм ӳкерме тытăнни çинчен каларӗ. (Н.Мокшина сăнӳкерчӗкӗсем).
Ирина Кузьмина.
Сувар.