(29 октября 2018) Чăваш кукамайӗ, 10 ача амăшӗ-героиня, Çарăмсан районӗнчи Акрелӗнче пурăнакан 79-ти Раиса Кузьминична Квакова «Нечкэбил – 2018» çемьепе аннелӗх конкурсӗнче финала тухрӗ.
Çак кунсенче «Нечкэбил – 2018» çемьепе аннелӗх конкурсӗн финалисчӗсем паллă пулчӗç. Аса илтеретпӗр, суйлав тапхăрӗсем сентябрь уйăхӗнче Çӗнӗ Шуçăмра, Елабугăра, Теччӗпе Хусанта пулчӗç. Ноябрӗн 24-мӗшӗнче Хусанти «Академия» концерт залӗнче иртекен финалта малти вырăнсемшӗн республикăри 12 çемье кӗрешӗç: Бахмуровсем (Ешӗлвар хули), Валеевсем (Елабуга хули), Даишевсем (Элмет хули ), Зариповсем (Павлă хули), Карасевсем (Тури Услон ялӗ), Петровсем (Заинск хули), Поповсем (Ешӗлвар хули), Салиховсем (Çӗнӗ Шуçăм ялӗ), Сахабутдиновсем (Аксу районӗ), Силантьевсем (Чистай), Фатхуллинсем (Çӗпрел районӗ) тата чăваш кукамайӗ, 10 ача амăшӗ-героиня Çарăмсан районӗнчи Акрелӗнче пурăнакан 79-ти Раиса Кузьминична Квакова. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Ирина Кузьмина.