Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • ТР Писательсен союзĕнче чăвашсен шучĕ ÿсрĕ

ТР Писательсен союзĕнче чăвашсен шучĕ ÿсрĕ

admin 02.11.2018

(2 ноября 2018)  «Аттеçӗм Атăл» роман-трилогин авторне Николай Сорокина Тутарстан писателӗсен союзне илчӗç.

312b79d0c7dc1b3733b688101f4e3406

Паян, ноябрӗн 1-мӗшӗнче, Тутарстан писателӗсен союзӗнче чăваш çыравçисемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулăм пулса иртрӗ. Ку таранччен те çак сумлă организацире чăваш çыравçисен секцийӗнче пӗртен-пӗр çынччӗ – Евгений Турхан. Пирӗн тепӗр çыравçă Николай Сорокин унта кӗме темиçе çул каялла заявка панă пунă, анчах тӗрлӗ сăлтавсем шыраса ăна илмен. Паян тинех çак тӗрӗсмарлăха тӳрлетрӗç. «Аттеçӗм Атăл» роман-трилогин авторне Николай Сорокина Тутарстан писателӗсен союзне илчӗç. Хирӗççисем те пурччӗ, çапах ытларахăшӗ килӗшсе сасăларӗ. Ларăва чăвашсенчен ТР чăваш çыравçисен союзӗн секретарӗ, çыравçă Евгений Турхан, ТР чăваш таврапӗлӳçисен председателӗ Александр Семенов тата çак йӗркесен авторӗ хутшăнтăмăр. Мӗнле калас, чăваш халăхӗн республикăри вырăнне хӳтӗлерӗмӗр. Союзра чăваш çыравçисем сахал пулни, чăн та, тӗрӗсмарлăх. Малашне вӗсен шучӗ çак организацире ӳсессе шанас килет. Çак кунах тепӗр икӗ вырăс çыравçине – Эдуард Учаровпа Галина Булатовăна, иккӗшӗ те поэт, та союза илчӗç. (Автор сăнӳкерчӗк).

Ирина Трифонова.

Продолжить чтение

Назад: В Нурлате прошла встреча в память о местном писателе Николае Васильеве
Далее: Чувашия собрала гостей на фестиваль «Единая семья народов России»

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57