(15 января 2019) 100 çул каялла январӗн 15-мӗшӗнче Хусанта пӗрремӗш чăваш журналӗ «Шурăмпуç» тухнă. Редакци ӗçченӗсем чăваш писателӗсемпе тачă çыхăнса ӗçленӗ.
К.В.Ивановăн «Нарспи», М.Федоровăн «Арçури», Н.Шупуççыннин «Хитре чӗкеç» поэмисем, Ф.Павловăн «Судра» комедийӗ пичетленнӗ. Паллă вырăс писателӗсен произведенийӗсем те журналта тăтăшах кун çути курнă.
Журнал 1919 çулта Хусан хулинче 5 пин экземплярпа пичетленсе тухнă. Чăваш халăхӗн пурнăçӗнче вăл пысăк вырăн йышăннă. «Шурăмпуç килнӗ пек, вăл пирӗн чăваш халăхӗн культури аталаннине систерет. Çав тӗллевпех ăна «Шурăмпуç» ят панă», – тесе çырнă редакци ӗçченӗ А.Лбов «Çутталла пырар» статйинче. «Шурăмпуç» чăваш халăхӗн пурнăçӗнче, ӗçӗнче пысăк вырăн йышăннă. Вулакансем чăваш халăхӗн историйӗпе, наукипе, литературипе туллин паллашма пултарнă. Çавăн пекех медицина темипе çырнă статьясемпе те пуян пулнă.
Редакци ӗçченӗсем чăваш писателӗсемпе тачă çыхăнса ӗçленӗ. К.В.Ивановăн «Нарспи», М.Федоровăн «Арçури», Н.Шупуççыннин «Хитре чӗкеç» поэмисем, Ф.Павловăн «Судра» комедийӗ пичетленнӗ. Паллă вырăс писателӗсен произведенийӗсем те журналта тăтăшах кун çути курнă.
Журналăн пӗрлештернӗ 9-12-мӗш номерӗсенче И.А.Крыловăн «Шăрчăкпа кăткă», «Упăтепе куçлăх», «Юман айӗнчи сысна» юптарăвӗсене пичетленӗ.
Шел пулин те, 1921 çулта журнал тухма пăрахать. Пурӗ те 11 номер çеç кун çути курнă. Тӗрлӗ вăхăтра А. Лукин, Е. Фадеев, Н. Андреев редакторта ӗçленӗ. «Шурăмпуç» кӗске вăхăт çеç тухнă пулин те, историре вăл тарăн йӗр хăварнă. Чăваш халăхӗн журналне 1995 çулта Хусан хулинче тепӗр хутчен кăларма тытăннă. Шел пулин те, 6 номер çеç кун çути курнă. 7-мӗш номерӗ çывăх вăхăтра тухать.
Сувар,
Информационный центр ЧНКА в РТ