(23 января 2019) Кино сюжечӗ – Кулян ачалăхӗпе, пурнăçри йывăрлăхсене пула питӗ ир арçын шутне кӗме тивнипе çыхăннă.
«Лартăп эпӗ шурă çурт». Çакăн пек ят панă Владимир Карсаков ЧНК президенчĕ Николай Угаслов çинчен ӳкернӗ кинокартинăна. Унта Шупашкарти К.В.Иванов ячӗллӗ патшалăх драма театрӗн виçӗ артисчӗ кăна хутшăннă, ыттисем хулаçырмисем. Кинона Шупашкарсем курман-ха, мӗншӗн тесен тепӗр 4-5 эпизод ӳкермелли юлнă.Фильмăн премьерине ял кунӗнче кăтартрӗç. Залра халăх лăк тулличчӗ. Кино пуçланасса хумханса кӗтрӗç куракансем, ара çур ял тенӗ пек сьемкăна хутшăннă. Хулаçырми «артисчӗсемшӗн» ку дебют-çке. Нихçан пулман япала. Кинон нумай эпизодне куççулленмесӗр пăхма çук, фильм çапла туйăмсем çуратаять пулсан, апла режиссер лартнă задачăна пурнăçланă темелле. Кун пирки Николай Угаслов хăй те каларӗ, ун шучӗпе, тӗп героя кăштах эмоцисем çитмеççӗ. Кăна ӗнтӗ вăл хăй ача чух питӗ йăрă пулнипе каларӗ. «Вăрçă хыççăн пурнăç çăмăл марччӗ. Çемьере арçын пулмасан тата та йывăртарахчӗ. Çапах вăл вăхăтра та эпир, ача-пăчасем, савăнма, выляма пӗлеттӗмӗр. Урампа урам, ялпа ял çапăçаттăмăр… Пурнăçра мӗн кирлӗ? Чăтăмлăх, вăй-хал, çине тăраслăх, тӗллевлӗх. Пултарайман, тăвайман япала çук, хакӗ пур. Ку вара е вăхăт, е тăрăшулăх, е çирӗп тăни пулма пултарать», – хавхаланса калаçрӗ Николай Федорович хăтлав хыççăн. Хăйӗн ачалăхри пурнăçне, юлташӗсене, колхоз кӗтӗвне кӗтнине, ача астунине, чӗкӗнтӗр çумланине аса илчӗ, çитӗнекен ăрăва лайăх вӗренме, спортпа туслă пулма, харпăр шухăш çинче çирӗп тăма, нумай ӗçлеме сунчӗ. Ун сăмахӗсемпе, хăй аллипе мӗн-тӗр тăвакан пурнăçа аркатакан пулмастех. Ял çыннисем хăйсене кинора мӗнле курни çинчен тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн 3-мӗш номерӗнче вуласа пӗлме пулать. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Ирина Трифонова.