(15 февраля 2019) Тăван чӗлхе кунне Çырчалли те паллă тумасăр юлмарӗ. Чăваш культурине юратакансен «Путене» клубӗ (ертӳçи Роза Павловна Мартынова) ачасен хушшинче сăвă вулакансен конкурсне ирттерчӗ.
«Автохулан чи пӗчӗк чăвашӗсем тăван чӗлхепе сăвă каланине итлеме çав тери кăмăллă пулчӗ. Ачасем тӗплӗн хатӗрленнӗ», – терӗ хулари «Чӗкеç» ансамблӗн ертӳçи Елена Кондюкова. Конкурсантсене темиçе номинаципе хакланă. Çапла вара: «Чи лайăх сăвă калакан» – Анастасия Жукова, «Кăмăл-туйăмпа сăвă калакан» – Злата Долгинова, «Уçă кăмăлпа сăвă калакан» – Анжелика Кашапова, «Чи çамрăк сăвă калакан» – Анастасия Рыбакова, «Классикăна парăнакан» – Илья Николаев тесе палăртрӗç. Çав кун клуб ертӳçи хăй те чăваш классикӗсен сăвви-поэмисен пайӗсене вуласа пачӗ, «Путене» ансамбле çӳрекенсем юрăсем юрларӗç. Автохула та тăван чӗлхене манман, чăвашлах калаçать. (Е.Кандюкова сăнӳкерчӗкӗ).
Ирина Кузьмина.