(25 апреля 2020) С Днём чувашского языка земляков поздравил Председатель РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан» Дмитрий Самаренкин.
Дорогие земляки!
Поздравляю Вас с Днем чувашского языка!
Желаю любить и ценить наш чувашский язык! Язык родителей, бабушек и дедушек.
Желаю всем общаться с родными и близкими на языке наших родителей, петь чувашские песни.
Давайте беречь и развивать родную речь, ценить ее дары. Пусть наши дети и внуки говорят на родном языке.
Пусть родной язык никогда не будет забыт!
Хисеплĕ ентешсем!
Сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Ҫак уяв илемлĕ те янăравлă чăваш чĕлхине – пирĕн халăхăн пысăк та аслă пуянлăхне – амăшĕн сĕчĕпе пĕрле чуна хывнă мĕн пур ҫынна пĕрлештерет. Вăл чăвашсен наци ăнланулăхне сăнарлакан пĕрлĕх символĕ, пирĕн ăс-хакăл культурине упраса хăвармалли тата аталантармалли тĕп хатĕр пулса тăрать.
Тăван чĕлхене, хамăрăн йăх-тымарсене пĕлни иртнипе паянхин чĕрĕ ҫыхăнăвне, пуян культурăпа истори еткерне тата авалхи йăласене упраса хăварма май парать. Тăван сăмаха упрасси тата хакласси – пирĕн пĕрлехи ĕҫ.
Пурне те ҫирĕп сывлăх, малашлăха шанма, пархатарлă ĕҫре чунри килĕшĕве тупма тата ҫитĕнӳсем, тăнăҫлăх, аталану, телей, ырлăх сунатăп!