(18 июня 2020) Чăваш халăх сайчӗ пӗлтернӗ тăрăх, ӗнер Чăваш патшалăх академи драма театрӗ гастрольсене пуçланă.
Анчах та вӗсем тухса çӳремесӗрех иртӗç. Чăваш автономи облаçне йӗркеленӗренпе 100 çул çитнине халалласа «Театр кӗперӗ. Чăваш Ен – Пушкăртстан», «Театр кӗперӗ. Чăваш Ен – Мари Эл», «Театр кӗперӗ. Шупашкар – Чӗмпӗр» онлайн-гастрольсем пулӗç. Мӗнле-тӗр тӗлӗнмелли кӗтме çук, паллах, вӗсене пурне те интернет пулăшнипе çеç курма пулать.
Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Мунча кунӗ» спектакле Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн, Пушкӑртстанри М. Гафури драма театрӗн, Мари Элти М. Шкетан ячӗллӗ наци драма театрӗн, ҫавӑн пекех Чӗмпӗрти И. Гончаров ячӗллӗ драма театрӗн сайчӗсенче онлайн мелпе кӑтартрӗҫ.
«Мунча кунӗ» спектакльпе (режиссерӗ – СССР халӑх артисчӗ, «Ылтӑн маска» театр премийӗн лауреачӗ, Шупашкар тата Шӑмӑршӑ районӗсен хисеплӗ ҫынни Валерий Яковлев) шупашкарсем темиçе çул каялла Хусанта иртнӗ театрсен «Навруз» фестивалӗнче хутшăннăччӗ. Халăх, уйрăмах чăвашсем, Г.Камал ячӗллӗ театрта иртнӗ драмăна питӗ кăмăллăн йышăнчӗç. Анчах та Хусанти тата Мускавран килнӗ театр критикӗсем пьеса авторне те, ăна сцена çинче лартакансене те хӗрхенмесӗр «ухрӗç».
Тен, çавăнпах туслăх кӗперне Хусан еннелле сарас темен Шупашкарта? Эпир кун пирки татăклăн пӗтӗмлетӳ тăваймастпăр. Çапах, тӗрӗслӗхшӗн каласа хăвармалла, Тутарстанри чăвашсем йышлă пурăнакан районсенче К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ çулсерен спектакльсем кăтартса çаврăнать. Хусанта та вӗсе пӗрре мар пулаççӗ. Анчах та спектакльсене театрсенче мар, е «Ак Барс» çамрăксен центрӗн, е Халăхсен Туслăх Çурчӗн сценисем çинче лартаççӗ.
Илья Туманов.
Информационный центр ЧНКА в РТ.