(11 июля 2020) Тутарстан Президенчӗ чăваш культурин «Уяв» республика праçникӗпе салампа тухнă.
Хаклă юлташсем!
Чăвашсен хăйнеевӗр праçникӗпе – Уявпа сире пурне те чӗререн саламлатăп.
Нумай нациллӗ республикăра иртекен халăхсен йышлă праçникӗсен хушшинче Уяв хăйӗн уйрăм колоричӗпе, тарăн пӗлтерӗшлӗ тытăмӗпе палăрса тăрать.
Çак уявра чăваш халăхӗн илем патне туртăнакан, çутçанталăкпа пӗр пулма ăнтăлакан чунӗ, унăн ӗçченлӗхӗпе тараватлăхӗ, хăюлăхӗпе тăрăшулăхӗ, халăх культурин еткерне тирпейлӗн упрани, ăшпиллӗхӗ палăрать. Пӗрле танлăн, алла-аллăн тытăнса утнипе, ташă-юрăпа, хавас вăйăсемпе тулнăскер, Уяв никама та сӳрӗк кăмăлпа хăвармасть.
Çулсерен çак праçник иртнипе хальхине шайлаштарса пӗрлештерет, тăван тавралăхпа ӗç патне юрату, аслисене хисеплес туйăм, ытти наципе урăх тӗн çыннисем патне тăванла хутшăну çуратать. Тутарстансем пӗтӗм таса чунран Уяв, çав шутра чăваш халăхӗн пӗтӗм культури те, пирӗн пӗрлехи кăмăл-сипет пуянлăхӗ пулнипе мăнаçланаççӗ. Мӗнлерех тӗрӗс палăртнă-ха паллă чăваш поэчӗ Петӗр Хусанкай: «В соседних памятных селеньях татарин, русский и чуваш зовут друг друга с уваженьем – иптэш, товарищ иль юлдаш: единый смысл трёх разных слов понятен испокон веков».
Наци йăли-йӗркисен, чăваш халăхӗн чӗлхипе культурин аталанăвӗнче Чăваш наципе культура автономийӗн пӗлтерӗшӗ çав тери пысăк. Унăн активлă та хастар ӗçне Тутарстанăн культурăпа наука, вӗреннӗ çыннисем ырласа йышăнаççӗ, нумайăшӗшӗн вăл наци уйрăмлăхне сыхласа хăварасси енӗпе тӗслӗх пулса тăрать.
Ку çулта онлайн-форматра иртекен Уяв хăйне евӗрлӗхне упраса хăварнисӗр пуçне хальхи техника пулăшнипе праçник программине анлăлатасса шанатăп.
Пӗтӗм чун-чӗререн пурне те ырă кăмăл, телей, пурнăçра хавхалану сунатăп! Çирӗп сывлăх, тăнăçлăх, ырлăх-пурлăх пултăр сире!
Тутарстан Республикин Президенчӗ Р.Н. Минниханов