Нарăс уйăхӗн пӗрремӗшӗнчен «Пушкин картти» программипе кӗме май пур мероприятисен списокне сараççӗ. Малашне вăл пулăшнипе РФ Культура министерстви тата Кино фончӗ тӗрев панипе ӳкернӗ Раççей фильмӗсене кайса курма пулӗ.
14-22 çулти çамрăк çынсем патшалăх шутӗнчен кинотеатрсенче çулталăкне икӗ пин тенкӗлӗх кино курма пултараççӗ.
«Пушкин карттипе ӗçлемелли методика рекомендацийӗсене эрпир хальлӗхе илмерӗмӗр-ха. Анчах та çак лару-тăрура пире тепӗр ыйту хумхантарать: çак перечене регион укçисемпе кăларнă наци фильмӗсем кӗреççӗ-ши? Тӗслӗхрен, Тутарстанра республика бюджетӗнчен субсидисем панипе Тарлан, Исэнмесез евӗр чылай фильм ӳкернӗ», – тесе пӗлтернӗ хăй шухăшне «Татаркино» ертӳçи Миляуша Айтуганова.
Вăл палăртнă тăрăх, çак ыйтăва учреждени ТР Культура министерствинче çӗклеме тӗллев лартнă.