Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Акрелӗнче пăр хула ӳссе ларнă

Акрелӗнче пăр хула ӳссе ларнă

admin 14.12.2020

(14 декабря 2020) Çарăмсан районӗнчи Акрель ялӗнче пикенсех Çӗнӗ çула хатӗрленеççӗ. Ялти хастарçăсем тăрăшнипе Культура çурчӗ умӗнче пăр хула ӳссе ларнă.

Пăр кермен, пăр кăмакапа тупă та, 2021 çулăн хуçи Вăкăр та пур кунта. Республикăри ытти чăваш ялӗсенче кун пеккине курманччӗ-ха, ытларах юр кӗлеткесем туса ял тӳремне илемлетеççӗ.

– Районта Çӗнӗ çула ял урамӗсене илемлетессипе конкурс пуçланă. Хутшăнас терӗмӗр. Пирӗн ялсем питӗ пултаруллă, ал ӗç енӗпе ăста. Тем те шутласа кăлараççӗ. Кăçал çырмаран пăр касса кăларса тӗрлӗ кӗлетке тума шутларăмăр, – клуб умӗнчи тӳреме кăтартнă май каласа парать Культура çурчӗн директорӗ Лидия Квакова.

– Миçе тонна пăр касрăр?

– Ой, нумай, виçепе калаймастăп. Николай Ефимов, Валерий Наратов, Сергей Мензелин, Алексей Краснов, Владимир Красильников, Валерий Красильников, Иван Орешев, Михаил Кваков, Анатолий Артемьев питӗ тăрăшса ӗçлерӗç. Тӗп скульпторӗ вара Николай Петров. Вăл каласа, кăтартса тăнипе ăсталарăмăр çак илеме, – тет Лидия Дмитриевна.

Çарăмсанри Акрель ялӗнче эпир декабрӗн 11-мӗшӗнче пултăмăр. Шăпах районти культура уйрăмӗнчен комисси килес умӗн. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсене, паллах, каярах тăваççӗ, пӗтӗм ялсене пăхса çаврăннă хыççăн.

Ирина Трифонова.

Информационный центр ЧНКА в РТ

Продолжить чтение

Назад: Сильвия Чаркина в программе «Национальный вопрос и ответ»
Далее: В Татарстане стартует олимпиада по родным языкам и литературе

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57