(5 июля 2018) Аксу чăвашӗсен уявӗ кăçал июлӗн 7-мӗшӗнче иртет. Ăна Çемье, юратупа шанчăклăх кунне халаллаççӗ. Йăлари юрă-кӗвӗ, ал ӗç куравӗ, спорт вăййисемсӗр пуçне çӗнӗлӗхсем те пур…
Чăваш культурин Уявӗ Кама леш енчи чăвашсен авалхи йăли, ăна кунти ялсем темле саманара та ирттермесӗр юлман. Çуллахи Микула хыççăн пуçланă та Питрав умӗн ăсатнă. Урăхла юраман. Чăн та, Уява район шайӗнче ирттересси йăлара халӗ. Пулса курнисем каланă тăрăх, Аксу район чăвашӗсен Уявӗ хăйне евӗрлӗ, йăла улшăнманпа пӗрех.
Аксу чăвашӗсен Уявне кайса курас текенсене савăнса пӗлтеретпӗр: Аксу чăвашӗсен уявӗ кăçал июлӗн 7-мӗшӗнче иртет. Ăна Çемье, юратупа шанчăклăх кунне халаллаççӗ. Йăлари юрă-кӗвӗ, пултарулăх ал ӗç куравӗ, спорт вăййисемсӗр пуçне çӗнӗлӗхсем те пур, пуçласа пӗрремӗш хут ял хутлăхӗсен парачӗ, чăваш сăрин фестивалӗ иртет. Уяв Аксу район центрӗн тӗп лапамӗнче ирхине 10 сехетре пуçланать.
Ирина Кузьмина