(20 декабря 2019) Мана çак гимназие уçас ӗçе ертсе пыма тата унта 12 çул хушши ӗçлеме шăпа пӳрчӗ. Çавăнпа та сумлă юбилее палăртнă май манăн та асра юлнă самантсем çинчен каласа парас килет.
Кăçал Анат Кама хулинчи чăваш гимназийӗ уçăлнăранпа 20 çул çитрӗ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш çулӗсенче республикăра чăвашсен обществăлла юхăмӗ питӗ хăвăрт аталанма пуçларӗ. Анат Кама хулинче Б.П.Никитин, Н.А.Зотеева, Н.А.Атряскин тата Г.М.Спиридонова тăрăшнипе чăваш фольклор ансамблӗ, чăваш театрӗ, вырсарни шкулӗ уçăлчӗ.
1998 çулхи январьте мана чăваш вырсарни шкулӗн директорӗ пулма çирӗплетрӗç. Ун чух вăл пӗр пӗчӗк пӳлӗмре вырнаçнăччӗ. Библиотека та, методикăпа директор пӳлӗмӗ те, музей те çакăнтахчӗ. Хамăр ума вӗрентӳ условийӗсене лайăхлатас задача лартрăмăр. Çав вăхăтра Анат Кама чăвашӗсен пуçӗнче пӗр вунă çул та пулӗ чăваш гимназийӗ уçас шухăш явăнатчӗ, канăç памастчӗ. Ертӳçӗ пулнă май, çак ӗмӗте пурнăçлас тесе çине тăрса ӗçлеме пуçларăм.
Пире шăпа хăйех пулăшса пычӗ темелле: 1999 çул пуçламăшӗнче Анат Кама хулине ТР Вӗрентӳпе наука министерствинчен хулари Вӗрентӳ управленийӗн ӗçне хаклама комисси килчӗ. Чăваш вырсарни шкулӗн ӗç-хӗлӗпе паллашса пӗтӗмлетӳ тунă хыççăн комисси Анат Камăра чăваш гимназийӗ уçма май пурри çинчен пӗлтерсен эпир вӗçсе кайманни кăначчӗ! Документсене кӗске вăхăтрах хатӗрлерӗмӗр те кирлӗ инстанцисене ăсатрăмăр. Паллах, пире пурте ăнланчӗç, тӗрев пачӗç, гимнази уçас шухăшпа килӗшрӗç, анчах та ӗç пурпӗр вырăнтан тапранмарӗ-ха. Çав самантра мана ку ыйтăва татса парас ӗçе республикăри чăваш хаçатне явăçтарас шухăш пырса кӗчӗ. Эпир Н.А.Атряскинпа пӗрле «Сувар» хаçатăн тӗп редакторне, ТР ЧНКА Канашне ертсе пыракан А.К.Иванова тата корреспондентсене пирӗн шкулта иртекен уроксемпе паллашма чӗнсе илтӗмӗр. Урок хыççăн администраци пуçлăхӗн çумӗпе И.Х.Мезиковăпа тӗл пулса чăваш гимназине уçас ыйтусене сӳтсе яврăмăр. Вăл пире хула администрацийӗ пирӗн ыйтăва татса пама пулăшасси пирки пӗлтерчӗ. Пире çакă кирлӗччӗ те! Тепӗр эрнере «Сувар» хаçатра Ильсия Хаматовна Анат Камăра чăваш гимназийӗ уçма шантарса каланине çырнă статья тухрӗ. Çакăн хыççăн тинех лав вырăнтан тапранчӗ.
Хăш чухне гимназие «ылтăн айне тума» шантарнă «ыр сунакансенчен» эпӗ гимназие уçас енӗпе нимӗн те туманни, кирлӗ вăхăтра кирлӗ вырăнта пулнипе çеç çапла пулса тухни пирки илтме тивет. Çапах та çакна калас килет: ун чух та, халь те гимназие никам та ылтăн айне тумарӗ. Пирӗн вара хамăра, вăхăта шеллемесӗр сиксе тухакан çӗр-çӗр ыйтăва татса пама тиврӗ. Тепӗр чух хăнăхман мелсемпе те.
Чи кирли – администраци пуçлăхӗ Ильсур Раисович ун чух пире илтрӗ, шанчӗ, постановлени кăларса чăвашсен ӗмӗтне пурнăçа кӗртме пулăшрӗ. Çӗре çити пуç таятпăр ăна! Гимназин ӗçӗ-хӗлӗпе администраци пуçлăхӗн çумӗ И.Х.Мезикова, Вӗрентӳ управленийӗн пуçлăхӗ Р.М.Шакиров пӗрмаях интересленсе тăратчӗç. Хула Канашӗн депутачӗсем М.А.Демидова, Х.А.Багманова тата ыттисем те пулăшма тăрăшатчӗç.
Çакна та палăртас килет: пире пурте пулăшса, тӗрев парса тăнă пулин те, гимназире эпир хамăр ӗçе хамăрах пурнăçланă!
Гимнази ӗçӗн тӗп принципӗсенчен пӗри пӗр-пӗрин çине – ашшӗ-амăшӗсем çине, ачасем çине – çителӗклӗ тимлӗх уйăрассиччӗ, вӗрентӳ учрежденийӗнче килти пек хăтлăх йӗркелессиччӗ. Çакна пурнăçлама пултартăмăр эпир! Пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗçлес педагогикăна пурте ырлатчӗç. Хăйсен ачисене пирӗн гимназие вӗренме илсе килнӗ ашшӗ-амăшӗсене чӗререн тав. Вӗсенчен пӗри те ӳкӗнмен çакăншăн. Ашшӗ-амăшӗсен комитетне ертсе пынă А.А.Якимовпа В.В.Петрова уйрăмах тав. Акт залне илемпе хăтлăх кӳме пулăшнă О.В.Маценко та тава тивӗçлӗ.
Паян манăн ырми-канми ӗçленӗшӗн директор çумӗсене Г.Н.Севастьяновăна, Н.А.Караваевăна, С.А.Васильевăна, Г.А.Ляховăна, Н.В.Амирхановăна, О.Н.Маловăна, çавăн пекех тӳрремӗн ачасемпе ӗçленӗ С.А.Иванова, В.А.Ивановăна, С.И.Ивановăна, Р.Е.Мурзинăна, В.А.Разиновăна, Н.В.Ильмуковăна, Г.Р.Файзутдиновăна, С.А.Васильевăна, М.В.Воробьевăна, Г.Г.Гайнетдинова, З.М.Шипицинăна, Р.В.Закиевăна, И.Н.Крайнова, библиотекарьсене И.В.Андреевăна, Л.П.Захаровăна чӗререн тав тăвас килет. Директорăн хуçалăх ыйтăвӗсен енӗпе çумӗ Ю.М.Круглова та ырă сăмахсене тивӗçлӗ, вăл гимнази «пӗрчӗн-пӗрчӗн» пуçтарăнса еплерех ура çине тăнине никамран лайăхрах пӗлет: гимнази валли çурт тупса ăна шкул валли юрăхлă тăвас, ачасене турттарма автобус маршручӗ, интернат уçас тӗлӗшпе нумай вăй хума тивнӗ. Юлия Михайловна ертсе пынипе, Г.А.Тарасова, Р.Е.Еремина, В.С.Журавлева, Т.П.Коновалова, В.Н.Герасимова тăрăшнипе гимназире яланах тасалăхпа хăтлăх хуçаланатчӗ.
Пире чăваш вырсарни шкулне те упраса хăварма май килчӗ. Ăна, гимнази çумӗнчи искусствăсемпе халăх ремеслисен центрне çавăрнăскере, Л.У.Савастьянова ертсе пыратчӗ. Ку проект çав тери ăнăçлă пулчӗ, вăл вӗрентӳпе пӗрлех ачасен пултарулăхне аталантарма пулăшрӗ. Çак центрта тăрăшакансене – П.Н.Гаврилова методиста, хушма вӗрентӳ педагогӗсене Т.И.Смальковăна, С.В.Ибушевăна, А.А.Назаровăна, Н.И.Волковăна, Р.М.Гатинăна, Н.В.Илюхинăна, Т.А.Носевича та тав тăвас килет.
Гимназире ӗçленӗ çулсемшӗн мана паян намăс мар, палăртнинчен нумайăшне пурнăçлама май килчӗ. Чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Э.Г.Иванова, Т.Н.Леонтьева, Л.П.Ильгузина тăрăшнипе гимнази 10 çул хушши республика тата регионсен шайӗнчи чăваш чӗлхипе литератури енӗпе иртекен олимпиадăсенче малти вырăнсенчеччӗ. Кӗске вăхăтра тăватă хутчен республика шайӗнчи мероприятисем ирттерчӗ. Унта ТР тата ЧР вӗрентӳ министрӗсем, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, ТР АНКО, ЧНК представителӗсем хутшăнчӗç. Çак мероприятисенче чи пӗчӗк гимназистсем çине пысăк тимлӗх уйăртăмăр. Вӗсене хатӗрлес тӗлӗшпе кӗçӗн классене вӗрентекен И.И.Третьякова, О.С.Абдулкина, Г.О.Удирякова, Н.Г.Ярмушкина пысăк ăсталăх кăтартрӗç.
Гимнази Хусанти ВДНХра хăйӗн çитӗнӗвӗсемпе паллаштарнине те асăнса хăвармалла. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗпе туслă çыхăну йӗркелерӗмӗр. Университет профессорӗсем вӗренекенсем валли ятарлă курссемпе семинарсем йӗркелетчӗç, çакă ачасен пӗлӗвне тата та тарăнлатма пулăшрӗ. Гимназирен вӗренсе тухакансенчен 85 проценчӗ аслă шкулсене бюджетлă вырăнсене çăмăллăнах вӗренме кӗретчӗ.
Пӗр ӗçе туманшăн çеç ӳкӗнетӗп: Мускаври РНА академикӗ, Раççейӗн чи вăйлă этнопедагогӗсенчен пӗри Г.Н.Волков ертсе пыракан ăсчахсен ушкăнне йышăнса, вӗсене гимназипе паллаштарса унăн ӗç-хӗлне Раççей шайӗнче йӗркелесе яма вăхăт çитмерӗ.
Анчах та халь те кая юлман-ха, гимназие аталантарса çӗнӗ çитӗнӳсем тума пӗтӗм майсем пур: пурлăхпа техника никӗсӗ пуян, педагогсен коллективӗ вăйлă, 20 çул хушшинче паха опыт та çителӗклех пухăннă. Вӗрентӳ учрежденине гимнази-интернат пек йӗркелени кунта республикăн ытти районӗсенчен те ачасене вӗренме йышăнма май парать. Çакă гимнази кăтартăвӗсене лайăхлатӗччӗ çеç.
Гимназие малалла та ăнăçлă ӗçлеме, чечекленме ăнăçу сунатăп! Майлă самантпа усă курса Анат Камăри 34-мӗш номерлӗ гимназире тăрăшакансене, вӗренекенсене пурне те çирӗп сывлăх, пысăк çитӗнӳсем тума сунатăп!
Анатолий ГАВРИЛОВ,
Анат Камăри чăваш гимназийӗн пӗрремӗш директорӗ,
Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ.
Мускав хули.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Сувар хаçат сайтĕнчен.