Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Аталанăва çирĕплетме пулăшмалла

Аталанăва çирĕплетме пулăшмалла

admin 06.05.2015

(6 мая 2015) Алтай тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсем çĕре хисепленине, ăна типтерлеме, ун çинче ĕçлеме юратнине палăртнă Алтай крайĕн кĕпĕрнаттăрĕ Александр Карлин Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă вăхăтра.

Алтай тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсем çĕре хисепленине, ăна типтерлеме, ун çинче ĕçлеме юратнине палăртнă Алтай крайĕн кĕпĕрнаттăрĕ Александр Карлин Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă вăхăтра. Пирĕн республика ертÿçи инçетри ĕçтешĕпе Барнаул хулинче икĕ регион хутшăнăвĕсене аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Алтай крайĕпе Чăваш Ен хушшинчи таварçаврăнăш калăпăшĕ хальхи вăхăтра 500 млн тенке çитнине асăннă Александр Карлин. Икĕ регион суту-илÿпе экономика, ăслăлăхпа техника тата гуманитари тытăмĕсенче уйрăмах ăнăçлă ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, Алтайри мотор завочĕ «Трактор завочĕсем» концерна кĕрет, хăйĕн продукцийĕпе Шупашкарта хатĕрлесе кăларакан техникăна тивĕçтерет. Чăваш Республикинчи электротехника предприятийĕсен таварĕ Алтай тăрăхĕнчи энергетиксене илĕртет. Пирĕн республикăри ялхуçалăх предприятийĕсем Алтайра ÿстернĕ тырра туянма кăмăллаççĕ.

Алтай тăрăхне Михаил Игнатьевпа пĕрле республикăн икĕ министерство тата предприяти ертÿçисем те кайнă. Çулçÿревĕн тĕллевĕ паллă — тĕрлĕ тытăмри ĕç майĕпе паллашса хак парасси, ăнăçлипе малашне хамăр патра усă курасси.

Ĕçлĕ тĕлпулу хыççăн Михаил Игнатьевпа Александр Карлин Пĕтĕм Раççейре иртекен «Çĕнтерÿ вăрманĕ» акцие хутшăннă. Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне халалласа Барнаулти Мухтав мемориалĕнче чăрăш хунавĕсем лартса аллея хывнă.

Икĕ регион ертÿçи çак хулари В.С. Золотухин ячĕллĕ çамрăксен театрне тата концертсем кăтартмалли «Сибирь» зала çитсе курнă.

Продолжить чтение

Назад: В Москве заработал чувашский культурно-информационный центр
Далее: Долгожданный памятник открыт

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57