(30 июля 2015) Ăна эпĕ 1970 çултанпа пĕлнĕ пулин те, унăн пурнăçĕпе пултарулăхĕнчи савăнăçлă, çавăнпа пĕрлех ăнман саманчĕсене ăнлантарса пама пултараймастăп. Петр Николаевич Кузьмин-Петĕр Çăлкуç мана яланах хăйĕн темле вăрттăн тĕнчинче ыттисенчен уйрăм пурăннăн туйăнатчĕ.
Ăна эпĕ 1970 çултанпа пĕлнĕ пулин те, унăн пурнăçĕпе пултарулăхĕнчи савăнăçлă, çавăнпа пĕрлех ăнман саманчĕсене ăнлантарса пама пултараймастăп. Петр Николаевич Кузьмин-Петĕр Çăлкуç мана яланах хăйĕн темле вăрттăн тĕнчинче ыттисенчен уйрăм пурăннăн туйăнатчĕ. Çавна май унпа чуна уçса калаçма сăлтав пулман пуль. Çапах та вăл вăтам шкул хыççăн, 1970 çулта, Шупашкара килсен унпа çывăх туслашакансенчен пĕри эпĕ пулнă. Унăн пурнăçне тĕп хулапа çыхăнтарма пулăшаканĕ те.
Çав çулхи çулла, çур çул маларах çартан таврăннăскер, «Пионер сасси» хаçат редакцийĕнче ĕçлеттĕм. Вăтам шкул хыççăнах Шупашкар район хаçатĕнче тăрăшма пуçланăскере Юрий Ефимов журналист сĕннипе Исаак Пантелеймонович Кириллов редактор виçĕ çул маларахах та хăйĕн коллективне йышăнас шухăшлăччĕ. Кĕркунне çара каймалла тесе «çăлăнса» юлтăм. Халь шухăшлатăп та, Исаак Пантелеймонович сĕнĕвĕпе килĕшнĕ пулсан, манăн кун-çул пачах урăхларах килсе тухатчĕ пуль. Çапах та Турă пурах тесе каласшăн. Акă мĕншĕн.
Кунта каллех Юрий Ефимов тупкăч вырăнĕнче пулчĕ. Мĕншĕн-ха? Эпĕ Шупашкар районĕнчи Ишлей вăтам шкул ачи пулнă чухне вăл, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслă курсра вĕренекенскер, практикăна пынăччĕ. Ун чухне манăн республикăри «Коммунизм ялавĕ» тата районти «Ленинец» хаçатсенче заметкăсемпе статьясем пичетленетчĕç. Çакăн пирки хамăр районти Çĕньял Покровскинче çуралса ÿснĕ Юрий Ефимов студент-практикант та пĕлчĕ. Аттестат илсен икĕ çул райхаçатра тăрмашнă тата çарта пулнă хыççăн Кÿкеçе таврăнмаллаччĕ. Йĕрки çапла. Юрий Ефимова ăнсăртран тĕл пулни кун-çула улăштарчĕ. Вăл мана ВЛКСМ обкомĕн виççĕмĕш секретарĕ З.Г.Сютрукова патне «çавăтса» кĕчĕ. Сăмах май, вăл пирĕн районти Мăн Мамăшра çуралнăран, ăна эпĕ ачаранах пĕлнĕ. Пĕр вăхăт Ишлей комсомол райкомĕнче ĕçленĕскер, мăнаккапа пирĕн киле час-часах кĕрсе тухатчĕ. Хальхинче çапла сĕнчĕ: «Молодой коммунист» е «Пионер сасси» хаçатсенче ĕçлес кăмăл пур-и?» Çав вăхăтрах манăн Кÿкеçри «Ленинецра» ялхуçалăх пайĕн корреспондентĕнче ĕçлеме пуçламаллаччĕ. «Хальлĕхе вырăсла çырма йывăртарах-ха», — хуравларăм эпĕ. Çапла вара З.Г.Сютруковапа И.П.Кириллов пĕр-пĕринпе телефонпа темиçе минут калаçсах манăн малашлăха татса пачĕç.
Çур çултан «Пионер сассине» ĕнерхи çамрăк корреспондента, Канаш районĕнчи Кивĕ Шелттемри Петя Кузьмина ĕçе илчĕç. Чăваш патшалăх университетĕнче вĕрентекен И.Я.Тенюшев редакцирен тухма пĕлместчĕ. Вăл юнкорсем валли тĕрлĕ конкурс йĕркелетчĕ. Ман шутпа, хальхи чылай журналистăн ăна тав тумалла. Иван Яковлевич вĕсене нумай пулăшнă.
Петя Кузьминпа эпĕ те ЧПУна вĕренме кĕме хатĕр-ленме пуçларăмăр. Унăн малтанлăха пурăнма яланлăх вырăн пулнă-ши — астумастăп. Анчах темиçе хутчен хам выртса тăракан атте шăллĕн хваттерĕнче çĕр каçнăччĕ. Кĕçех П.Кузьминпа иксĕмĕр те университетăн чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕн студенчĕсен билечĕсене илтĕмĕр. Вăл вĕренĕве пăрахмарĕ. Эпĕ тÿрех заочно вĕренмелли уйрăма куçрăм. Çур çултан истори уйрăмне куçрăм. Унтан вĕренсе тухрăм. Петя вара çав хушăра алла диплом илме ĕлкĕрнĕ. Анчах ăçта ĕçленине пĕлместĕп.
1978 çул пуçламăшĕнче парти обкомĕ хамăрăн Шалти ĕçсен министерствин подразделенийĕсене çĕр коммуниста вырнаçтарса «çирĕплетме» йышăнчĕ. Хам тăрăшнипе эпĕ те çавсен йышне лекрĕм. «Малтан хăв вырăна çын туп, кайран пакунсем çакма пултаратăн!» — пат татса каларĕ Клим Сергеев редактор. Никама та сĕнме пĕлместĕп.
Елчĕке командировкăна кайни хăтарчĕ. Район хаçачĕн редакцине кĕтĕм. Петя Кузьмин çак хаçатра иккен. Хамăр патăрта унăн кандидатурине сĕнтĕм. Редактор килĕшрĕ. Петĕр Кузьмин хăйĕн кун-çулне «Пионер сассипе» çыхăнтарнă хыççăнхи пурнăçĕпе пултарулăхĕн урапи мĕнле чупни вулакансене паллă.
http://hypar.ru